Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тирексем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван кил таврашӗнчи тирексем хӑйсене лартса, шӑварса ӳстернӗ ҫынна курсан пӗр харӑссӑн шавлама тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тирексем, хӑйсене пӗве шывӗпе куллен шӑварса тӑнишӗн хӗпӗртенӗн, ҫулҫисене тепӗр хут сарса яраҫҫӗ, ӑмӑртмалла ӳсме тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӳрт тавралла лартса тухнӑ тирексем ҫулҫа аван ларчӗҫ темелле.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Авӑнса пуҫ таякан тирексем ҫурхи ҫил ачисемпе тавлашса канӑҫсӑррӑн шавлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫирӗп тымарлӑ иккен Чуракасси ҫырминчи тирексем.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Халь каялла пушӑ алӑпах каймалла пулать ӗнтӗ, — кулянаҫҫӗ тантӑшсем ҫыран хӗрринче кашласа ӳсекен тирексем айне ларса.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫурт тавралла лартса тухнӑ тирексем канӑҫсӑррӑн шавлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ахальтен тӑр-тӑр, тӑр-тӑр ҫӳҫенмеҫҫӗ ӗнтӗ клуб тавралла карталанса тӑнӑ именчӗк тирексем; ахальтен ҫырмасене, клубран аяккарах, тарса пытанман ӗнтӗ чӑваш йӑмрисем.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сенкер шупӑр пӗркеннӗ лапсӑркка тирексем Хирти Ҫӗмӗртлӗх клубӗ тавра йӑкӑштатса ҫаврӑнаҫҫӗ:

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Иккӗмӗш кун вӑл ял сывлӑшӗпе кӑкӑр туллин сывлать, аслашшӗсем, кукашшӗсем лартса хӑварнӑ йӑмрасем, тирексем хӗле кӗтсе шӑпӑртатса хуйхӑрнине итлет, чалӑшшӑн пӑхакан кӗрхи хӗвелӗн ӑшшине туять.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ватӑ тирексем кашласа ларнӑ вырӑна кӳршӗре пурӑнакан Ылтӑн Петрукӗ мунча лартнӑ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ватӑ тирексем тӗлӗнче шухӑша кайса тӑчӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑматан, хутаҫ тата темтепӗр йӑтнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем сулхӑналла тирексем айнелле шӑвӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрать-ха, ун тавра ҫӳллӗ тирексем кашласа ӳсеҫҫӗ — килен-каяна канма аван, курӑкӗ те ем-ешӗлех, хур-кӑвакалсем ку тавраналла килсе курӑка вараласа кайман.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрла тӗлне урхалӑхӗсене пушатнӑ, чӗлпӗрӗсене салтнӑ лашасем станци хыҫӗнчи лӑпсӑркка тирексем айӗнче ешӗл утӑ ҫисе тӑратчӗҫ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хапха умӗнчи тирексем те хуйхӑллӑн кашлаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунта туллиех йӑмрасем, тирексем, ӑвӑссем, хурӑнсем.

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урамри тирексем, ӑвӑссем хуллен ҫатӑлтатса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗррипе йывӑҫсем лартнӑ: йӑмрасем, хӑвасем, тирексем.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йывӑҫсенчен тирексем ҫеҫ, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑм саккунне парӑнса, ҫап-ҫара шалланнӑ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней