Поиск
Шырав ĕçĕ:
Надя вӗтӗ чечеклӗ ситца кӗпе тӑхӑннӑ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Урапа сассине илтсе хапха умне ыйхӑллӑ утарҫӑ тухрӗ, вӑл хӑй пӑхма вӑрах та ҫыр сухаллӑ мужик, лаптак кӑкӑрлӑ, тӳмисене вӗҫертсе янӑ ситца кӗпи ҫухи айӗнчен шӗвӗр хулпуҫҫисем мӑкӑртса тӑраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗчӗк пӳлӗмӗн виҫҫӗмӗш пайне вырӑсла кӑмака йышӑнать, виҫҫӗмӗш пайне — ситца чаршав хыҫӗнче тӑракан, хӗрлӗ ҫитти тӑхӑнтарнӑ темӗн чухлӗ минтер купаласа тултарнӑ иккӗн ҫывӑрмалли кровать йышӑнать, ытти вырӑна чашӑк-тирӗк хумалли шкаф, сӗтел, икӗ пукан тата чӳрече умӗнчи тенкел илемлетсе тӑраҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Чӑнах та, Тверьтен, ситца тӑвакан Морозов фабрикӗнчен килнӗ юлташ ытлах кӑмӑллӑ хыпар пӗлтермен — вӗсен Тверьти машинӑсем тӑвакан заводри стачка ӑнӑҫсӑрах иртнӗ.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ваҫили Андрейчсӑр пуҫне, сӗтел хушшинче кӑвак сухаллӑ старик — кил хуҫи ларнӑ, вӑл килти пиртен тунӑ шурӑ кӗпепе пулнӑ; унпа юнашар ҫӳхе ситца кӗпе тӑхӑннӑ, мӑнтӑр ҫан-ҫурӑмлӑ, праҫнике Мускавран килнӗ ывӑлӗ тата сарлака ҫурӑмлӑ, килте пурӑнакан ывӑлӗпе хӗрлӗ ҫӳҫлӗ типшӗм кӳршӗ ҫынни пулнӑ.
IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Нумаях та пулмасть вӗт-ха, — шухӑшларӗ вӑл, — ҫак Батришев хамӑрпа пӗрле ӗҫсе-ҫини, эрни-эрнипе килте ҫӗлетнӗ ситца кӗпе тӑхӑнса ҫӳретчӗ, пӗрмай битки те вареник ҫиетчӗ, хӑй патне вара никама та чӗнместчӗ.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сцена ҫине амӑшӗ праҫник чухнехи пек ситца кӗпепе капӑрланса тухсан, унӑн ҫутӑ та илемлӗ куҫӗсем ялтӑртатса тӑнине курсан, Саша вара калама ҫук хытӑ савӑнатчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Каҫӑн ҫута сывлӑшӗ витӗр ҫынсем катаранах курӑнаҫҫӗ, Воропаев кӑвак сухаллӑ яштак старике, ситца бешмет тӑхӑннӑ, Кавказ чӗнпиҫиххийӗ ҫыхса янӑ Опанас Ивановича тӳрех палласа илнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Петяшӑн хресченсен пурнӑҫӗ, вӗсем мӗнле ӗҫлени ӗмӗрлӗхех асра юлнӑ: ҫӗнӗ улӑм ҫуталса выртни, пӳртӗн кай енне шурӑ тӑмпа шуратнӑ стена ҫумӗнчи ситца татӑкӗсенчен ҫӗленӗ пуканесем, типӗтсе хунӑ «таракуци» текен вылямалли вӗтӗ кавӑнсем.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1