Поиск
Шырав ĕçĕ:
ситреленсе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак ӗнтӗ ҫаксен пичӗ-куҫӗсенчен мухмӑр сӳрӗклӗхӗ, мӑранлӑхӗ самантрах пӑсланса, ситреленсе ҫухалчӗ, чӗлхисем сулчӑ ҫыхнӑ михӗ ҫакки пекех салтӑнса кайрӗҫ: иртнисенче тем пылаккисене аса илсе (вӗсем Ҫӗнӗ ҫула, хӑйсем чакӑлтаташле, «сысна лупашкинче» — темле ҫурт путвалӗнче, слесарьсен пӳлӗмӗнче, — кӗтсе илсе «салютланӑ» иккен), пуҫларӗҫ ихӗлтетме, чӑхлатма, лахлатма…
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Вӗсен пит-куҫӗнче каллех аслатиллӗ ҫумӑр ӑмӑрлӑхӗ ситреленсе сирӗлсе ҫухалчӗ, унта телей, ҫурхи шурӑмпуҫ хӗвелӗ вӗлт-вӗлт хӗмленчӗ, йӑлтӑр-йӑлтӑр йӑлтӑртатрӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ак вӑл пуҫне тӳррӗн тытса йӗркеленсе ларчӗ, унтан пуҫне каллех ҫӳлелле ҫӗклерӗ те пӗлӗте тӗпчевлӗн, ӑшши-пӑшши хыпаланмасӑр сӑнама пуҫларӗ: пӗр тӗлте, шӗвек пӑс евӗрлӗ тӑтӑш йӑс-пӑс пӗлӗт ситреленсе татӑлнӑ вырӑнта, тӳпе тутӑхнӑ пӑхӑр пӗрчисем тӗслӗ пӑт-пат шултра ҫӑлтӑрсемпе ҫуталкаласа тӑни курӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Страницы:
- 1