Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сивлекреххӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хытанка та вӑрӑмскер, чикан пек хураччӗ хӑй, сӑн-сӑпачӗ манӑҫа туха пуҫланӑ ӗнтӗ, ҫапах пӗчӗк хура куҫӗсем ҫын ҫине кӑшт сивлекреххӗн пӑраласа пӑхнине паянхи пекех астӑватӑп.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Тараймарӑн! — терӗ Бетси нихӑҫанхинчен сивлекреххӗн.

— Не ушел? — сказала Бетси ледяным тоном.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Павӑлӑн сӑн-пичӗ сивлекреххӗн курӑнать.

Лицо Павле было сосредоточенным и строгим.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ галерейӑна кӗрсен, ман ҫине ҫывӑхран пӑхасшӑн пулнӑн, аллӑмран тытса, мана хӑй патне туртса илчӗ те, ман ҫине ывӑлӗ пекех каштах сивлекреххӗн тинкерсе пӑхса, Дмитрий каланисем тӑрӑх хӑй мана тахҫантанпах пӗлни ҫинчен каларӗ, ҫемйипе лайӑхрах паллаштарас шутпа мана хӑйсем патӗнче пӗр талӑк пурӑнма сӗнчӗ.

Когда я вошел на галерею, она взяла мою руку, притянула меня к себе, как будто с желанием рассмотреть меня поближе, и сказала, взглянув на меня тем же несколько холодным, открытым взглядом, который был у ее сына, что она меня давно знает по рассказам Дмитрия и что для того, чтобы ознакомиться хорошенько с ними, она приглашает меня пробыть у них целые сутки.

XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тумланчӗ, пирус чӗртрӗ, ҫичӗ ҫынна мӗншӗн арестлени ҫинчен каласа кӑтартма ыйтрӗ, унтан сивлекреххӗн калаҫма пуҫларӗ:

Оделся, закурил, попросил еще раз рассказать причины, вызвавшие арест семи, потом холодновато заговорил:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней