Поиск
Шырав ĕçĕ:
Явап тыттармалли мерӑпа усӑ курнӑ чухне депутат, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйланӑ органӗн членӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫынни саккуна коррупци майӗпе пӑснӑ тӗслӗхӗн уйрӑмлӑхӗпе йывӑрлӑхне, пӗлтерӗшне, ӑна мӗнлерех лару-тӑрура тунине, ҫавӑн пекех право йӗркине пӑснӑ ҫын чарусемпе пӳлӳсене, интерессен хирӗҫӳлӗхӗсене сирсе ямалли тата йӗркене кӗртмелли требованисене пӑхӑннине тата коррупципе кӗрешес тӗллевпе палӑртнӑ тивӗҫсене пурнӑҫланине шута илеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен» 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 57 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №; 2014, 6, 12 №-сем; 2015, 5 №) 11 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) ятӗнче «Чарусем» сӑмах хыҫҫӑн «тата тивӗҫсем» сӑмахсем хушса хурас; 2) 1-мӗш пайра «Уполномоченнӑя чарусем пырса тивеҫҫӗ» сӑмахсене «Уполномоченнӑй требованисене, пӳлӳсене, чарусене тата тивӗҫсене пурнӑҫлама тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас; 3) ҫакӑн пек ҫырса 1.1-мӗш пай хушса хурас: «1.1. Уполномоченнӑй хӑйӗн должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 55 №-лӗ саккунӗн («Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 6, 12 №-сем; 2015, 5 №) 10 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) ятӗнче «Чарусем» сӑмах хыҫҫӑн «тата тивӗҫсем» сӑмахсем хушса хурас; 2) 1-мӗш пайра «Уполномоченнӑя чарусем пырса тивеҫҫӗ» сӑмахсене «Уполномоченнӑй требованисене, пӳлӳсене, чарусене тата тивӗҫсене пурнӑҫлама тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас; 3) ҫакӑн пек ҫырса 11-мӗш пай хушса хурас: «11.Уполномоченнӑй хӑйӗн должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 60 №; 2005, 63, 64 №-сем; 2006, 66, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76, 77 №-сем; 2009, 80, 81 №-сем; 2010, 84, 86, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №;2014, 3, 9, 12 №-сем; 2015, 5, 10 №-сем; «Республика» хаҫат, 2015, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 35 статьяра: а) ҫакӑн пек ҫырса 5.2-мӗш пай хушса хурас: «5.2. Депутатӑн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫыннин, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫыннӑн Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе тата федерацин ытти саккунӗсемпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмалла тата тивӗҫсене пурнӑҫламалла. Депутат, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫынни, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫын Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Патшалӑх должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсен тата ытти ҫынсен тӑкакӗсем тупӑшсемпе тӳр килнине тӗрӗслесси ҫинчен« 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 230-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Уйрӑм категорири ҫынсене Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗн тулашӗнче вырнаҫнӑ ют ҫӗршывсен банкӗсенче счетсем (вкладсем) уҫма е тытса тӑма, алӑри укҫа-тенкӗне тата хаклӑ япаласене упрама, ют ҫӗршывсен финанс инструменчӗсемпе хуҫа пулма тата (е) вӗсемпе усӑ курма чарасси ҫинчен« 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 79 ФЗ №-лӗ саккунӗпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмасан тата тивӗҫсене пурнӑҫламасан, вӗсен полномочийӗсем срокчен вӗҫленеҫҫӗ.»; ӑ) 6.1-мӗш пайра «хӑйсен полномочийӗсене яланхи никӗс ҫинче пурнӑҫлакан» сӑмахсене «муниципалитет должноҫне йышӑнакан ҫынна» сӑмахсемпе улӑштарас; 2) 62 статьян 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пунктӗнче« федераци бюджетӗнчен е Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑракан субвенцисемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан» сӑмахсене «тӗллевлӗн уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи трансфертсемпе, бюджет кредичӗсемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан, Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмӗн ытти бюджечӗсенчен илекен бюджетсем хушшинчи трансфертсене, бюджет кредичӗсене паракан условисене пӑссан» сӑмахсемпе улӑштарас.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
- 1