Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳлӗхҫе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр тӑрӑхра ватӑсем ҫавӑн пекех Пӳлӗхҫе, Киремете асӑнса кӗлӗсем каланӑ, ҫӗр ҫине икерчӗпе кукӑль татӑкӗсене тата-тата пӑрахнӑ.

Помоги переводом

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Укҫана иличчен пӳлӗхҫе кӗлтуса, яланхи пекех, вилнӗ ачисене, арӑмне, ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшне асӑнса, вӗсене тутӑ пурнӑҫ сӗнесшӗнччӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр Туррине, ҫумӑр Туррине, выльӑх-чӗрлӗх, кил, шыв, вӑрман Туррине пуҫҫапать, Пӳлӗхҫе парнепе чыслать.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вара, картиш варрине, мальеннелле чӗркуҫленсе ларчӗ те Ҫӳлти Турра, Пӳлӗхҫе, Хайпӳрене асӑнса, Укаслӑва сыхлама, каялла таврӑнса килме ыйтрӗ.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем ҫапла килсе кӗнӗшӗн Укаслу Пӳлӗхҫе тав турӗ, атту унӑн нуши темӗн чухлӗхе тӑсӑлатчӗ пулӗ.

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн Пӳлӗхҫе кӗл турӑм.

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳлӗхҫе тав ту! — хушрӗ ывӑлне.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эппин… этемпе пӳлӗхҫе хирӗҫ ӗҫ туман эсӗ?..

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам шутпа, эпӗ ҫак тарана ҫитсе этемпе пӳлӗхҫе хирӗҫле ӗҫ туман тесе пурӑнаттӑм, — ытларах Огуречников шухӑшне пӗлесшӗн каларӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳлӗхҫе ан асӑн!

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун пеккине нихҫан курман-илтмен ҫынсем пӑртак итлекелесе тӑнӑ та турра е пӳлӗхҫе асӑнса, сӑхха персе кунтан часрах иртсе кайма васканӑ.

Люди в недоумении останавливались, слушали и в испуге начинали креститься и молиться пюлеху, убегали прочь.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мухтав пӳлӗхҫе, текех никам тарҫи те мар Янтул.

Слава пюлеху, он теперь ни от кого не зависит.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анӑраса ӳкес пекех хӑранӑ Ивук сых ятне ҫӳлти турра, кепене, ырӑсене, пихампара, пӳлӗхҫе, хӑрпана асӑнать, вӗҫӗмсӗрех сӑхха персе пырать, ҫул ҫине ҫӑкӑр тӗпретсе тӑкать.

Перепуганный насмерть Ивук вмиг припомнил всех богов — и Господа всевышнего, и кебе, и пихамбара, и пюлеха, и хырбана, и добрых духов; рука его, как заводная, машинально отмахивает крест за крестом, крошит на дорогу остатки хлеба…

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Мухтав пӳлӗхҫе, ӑсти хамӑр ялтах», — илтӗнет чӗркуҫҫи таран усӑнса аннӑ йӗм тӗпӗсене силлесе килӗсене саланакан мучисем хушшинче.

Слава богу, мастер-то в своей деревне…» — утешают себя дребезжащими голосами древние старцы, мелко перебирая негнущимися ногами и болтая мотней у самых колен.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ арҫын кипекки ҫеҫ пулнине пӗр эпӗ те пӳлӗхҫе ҫеҫ пӗлетпӗр.

Твою мужскую способность знаем я да пюлех.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ватӑ эмелҫӗ ҫенӗке тухса ларчӗ те вара Хӑрпана, Пӳлӗхҫе, Пихампара, ытти ырӑ турӑсене асӑнса ҫӗре ӳксе пуҫ ҫапрӗ, вӗсенчен Ухтивана сыватма йӑлӑнса ыйтрӗ, киремете парне пама пулчӗ.

И больной открыл глаза.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗмӗр саншӑн пӳлӗхҫе кӗл тӑвӑп.

Всю жизнь за тебя молиться стану…

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ан йӗр, кинӗм, Пӳлӗхҫе Епле хирӗҫ пымалла?»

Помоги переводом

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӳлӗхҫе ху тӗллӗн аса илетӗн те малалла уттаратӑн.

Помоги переводом

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн пӳрте, выльӑх-чӗрлӗхе сыхла, ҫак ҫурт патне усал-тӗселе ан яр, — терӗ старик ҫав-ҫавах пӳлӗхҫе кӗл туса.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней