Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлӳ сăмах пирĕн базăра пур.
пӗлӳ (тĕпĕ: пӗлӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та, кашни ҫын культурӑпа пӗлӳ патне туртӑннине кирлӗ пек тивӗҫтермесен, ҫамрӑк ӑрӑва пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем парассине ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пымасан, ӗҫлекен халӑхӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата культурӑпа техникӑ тӗлӗшӗнчи пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе пырассине кирлӗ пек йӗркелемесен, ку ҫителӗксӗр пулать-ха.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пӗтӗмӗшле илсен пирӗн районта 15 шкул автобусӗ, ҫав шутра 2019 ҫулта Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тата Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсене пӗрер автобуспа, Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула 2 автобуспа тивӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Шкул автобусӗсемпе те, вӗри апатпа та туллин тивӗҫтерме май пур // Н.ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9716-shkul-a ... me-maj-pur

Ку право ҫапла пурнӑҫа кӗрсе пырать: пур ҫӗрте те тӳлевсӗр вӗрентнипе, ҫамрӑксене пурне те обязательнӑй йӗркепе вӑтам пӗлӳ панипе, вӗренӗве пурнӑҫпа, производствӑпа ҫыхӑнтарса, профессипе техника пӗлӗвӗсем, специальнӑй вӑтам тата аслӑ пӗлӳ парас ӗҫе анлӑ аталантарнипе; заочно тата каҫхине вӗрентессине аталантарнипе; вӗренекенсемпе студентсене государство стипендийӗсем тата ҫӑмӑллӑхсем панипе; шкул учебникӗсене тӳлевсӗр панипе; шкулта тӑван чӗлхене вӗренме май панипе; харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренме условисем туса панипе.

Это право обеспечивается бесплатностью всех видов образования, осуществлением всеобщего обязательного среднего образования молодежи, широким развитием профессионально-технического, среднего специального и высшего образования на основе связи обучения с жизнью, с производством; развитием заочного и вечернего образования; предоставлением государственных стипендий и льгот учащимся и студентам; бесплатной выдачей школьных учебников; возможностью обучения в школе па родном языке; созданием условий для самообразования.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Хушма пӗлӳ паракан тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тытӑмсенче хушма пӗлӳ илекен ачасен шучӗпе Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх вунӑ субъекчӗ йышӗнче.

По количеству детей, которые получают дополнительное образование и в системе дополнительного, и в системе общего образования, Чувашия входит в десятку лучших субъектов Российской Федерации.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]

5. Научитесь, неразумные, благоразумию, и глупые - разуму. 6. Слушайте, потому что я буду говорить важное, и изречение уст моих - правда; 7. ибо истину произнесет язык мой, и нечестие - мерзость для уст моих; 8. все слова уст моих справедливы; нет в них коварства и лукавства; 9. все они ясны для разумного и справедливы для приобретших знание. 10. Примите учение мое, а не серебро; лучше знание, нежели отборное золото; 11. потому что мудрость лучше жемчуга, и ничто из желаемого не сравнится с нею. 12. Я, премудрость, обитаю с разумом и ищу рассудительного знания. 13. Страх Господень - ненавидеть зло; гордость и высокомерие и злой путь и коварные уста я ненавижу. 14. У меня совет и правда; я разум, у меня сила. 15. Мною цари царствуют и повелители узаконяют правду; 16. мною начальствуют начальники и вельможи и все судьи земли. 17. Любящих меня я люблю, и ищущие меня найдут меня; 18. богатство и слава у меня, сокровище непогибающее и правда; 19. плоды мои лучше золота, и золота самого чистого, и пользы от меня больше, нежели от отборного серебра. 20. Я хожу по пути правды, по стезям правосудия, 21. чтобы доставить любящим меня существенное благо, и сокровищницы их я наполняю. [Когда я возвещу то, что бывает ежедневно, то не забуду исчислить то, что от века.]

Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Калаҫу тӗллевпе иртнӗ: - ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче шкул ачисем хӑйсене хӑрушсӑр тыткаламалли хӑнӑхусене йӗркелесси; – урамсемпе ҫулсем ҫинче, вӑрманта тата шыв ҫинче хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмалла; – пурнӑҫпа сывлӑха сыхлас енӗпе пӗлӳпе пӗлӳ йӗркелесси хӑрушӑ лару-тӑру условийӗсенче.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫулла ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑхӑнасси ҫинчен калаҫу ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... rn-3811110

Чӑннипе, учитель хӑйӗн ӗҫне мӗн чухлӗ вӑй-хал, мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, мӗн чухлӗ пӗлӳ хурать, хӑйӗн вӗренекенӗсене нумайрах пӗлӳ тата пурнӑҫ опытне парас тесе тӑрӑшать.

На самом деле, сколько сил, стараний и чувств учитель вкладывает в свой труд, в желание дать больше знаний и опыта своим ученикам.

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Округра ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе кӑҫал 16 шкул, шкул ҫулне ҫитмен ачасен 4 учрежденийӗ, хушма пӗлӳ паракан 3 учреждени ӗҫлӗ.

Помоги переводом

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче вӗренме, тӗрлӗ енлӗ аталанма, сывлӑха ҫирӗплетме пӗтӗм услови пур.

Помоги переводом

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/

Хальхи вӑхӑтра шкул ҫулне ҫитменнисен 4, хушма пӗлӳ паракан 2 учреждение, 16 шкултан 12-шне 2023-2024 ҫулсенче ачасене пӗлӳ пама хатӗр тесе йышӑннӑ.

Помоги переводом

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Хамӑра пӗлӳ тӗнчи тӑрӑх ҫавӑтса утнӑ, тивӗҫлӗ пӗлӳ, воспитани парассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ вӗрентекенсене тав тума сӑмах та ҫитес ҫук!

Помоги переводом

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Йывӑр тапхӑра – выҫлӑх тата аркану – пӑхмасӑр Максим Александровка ялӗнчи кӗҫӗн классен пӗлӗвне паракан шкула ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерсе Владимировкӑри ҫичӗ класлӑ пӗлӳ ҫуртӗнче ӑс пухнӑ.

Помоги переводом

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Кайран Ӗпхӳри авиаци институтӗнче пӗлӳ илнӗ, Шупашкарти марксизмпа ленинизм институтӗнче вара социаллӑ психологи енӗпе вӗреннӗ, Мускаври аслӑ шкулта вӗлле хурчӗ ӗрчетес енӗпе пӗлӗвне анлӑлатнӑ.

Затем учился в Уфимском авиационном институте, после в Чебоксарском институте марксизма и ленинизма по социальной психологии, далее расширял свой кругозор в Московском институте повышения квалификации работников сельского хозяйства в отделении пчеловодства.

Чӗрӗ хулӑран тӗрлӗ япала ҫыхма вӗрентет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35539.html

Ҫак задачӑна парти икӗ тапхӑрта татса парать: малтанхи вунӑ ҫул хушшинче шкул ҫулне ҫитнӗ мӗн пур ачасене вун пӗр ҫул вӗренмелли вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларса пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем параҫҫӗ, халӑх хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен, тивӗҫлӗ пӗлӳ илеймен ҫамрӑксене вара 8 клас чухлӗ верентессине обязательнӑй йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ; тепӗр вунӑ ҫуллӑхра вара пурне валли те вӑтам шкул пӗтерме майсем туса параҫҫӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе пикенет тӑрӑшуллӑ вӗрентекен: меслет тӗлӗшӗнчен пӗлӳ ҫитменрен педагогика университетӗнчи ют чӗлхе факультетӗнче пӗлӳ илет.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Сирӗн талантӑрсемпе пултарулӑхӑра аталантармалли майсем ҫулсерен хушӑнса пыраҫҫӗ, вӗсем – кванториумсем, IT-кубсем, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисемпе хушма пӗлӳ учрежденийӗсен никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен, техника, физкультурӑпа спорт, художество тата туризмпа таврапӗлӳ енӗпе ӗҫлекен пӗрлешӳсем.

Из года в год возможностей для развития ваших талантов и способностей становится больше – это кванториумы, IT-кубы, объединения естественнонаучной, технической, физкультурно-спортивной, художественной и туристско-краеведческой направленности на базе общеобразовательных организаций и учреждений дополнительного образования.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Ҫавӑн пекех депутат шур халат тӑхӑнма хатӗрленекенсене пӗлӳ илнӗ вахӑтрах вӑл е ку сыватмӑш ҫине ҫирӗплетмелли, аслӑ пӗлӳ хыҫҫӑн ҫамрӑк специалистӑн унта сахалтан та 3 ҫул ӗҫлемелли йӗркене каялла тавӑрас ыйтупа та ӗҫлессине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Шкул директорӗ Ганна Петрова пӗлӳ ҫурчӗн таврашне «Пӗлӳ аталанӑвӗ» патшалӑхӑн тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн йӗркене кӗртнине каланӑ.

Помоги переводом

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Округри 10 шкулта 1371 ача вӗренет, 404 ача шкулчченхи пӗлӳ илет, 1518 ача хушма вӗренӳ программисемпе пӗлӗвне тарӑнлатать.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Пӗтӗмпе округра 16 муниципаллӑ вӗрентӳ организацийӗ: шкулчченхисем - тӑваттӑ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ параканнисем - тӑххӑр, хушма пӗлӳ параканнисем - виҫҫӗ (Ачасен пултарулӑх ҫурчӗ, Искусство шкулӗ, «Хастар» ФСК).

Помоги переводом

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней