Поиск
Шырав ĕçĕ:
«119) федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн уйрӑм объекчӗсен переченьне (ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫирӗплетнӗ) кӗртмен федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн объекчӗсем тӗлӗшпе историпе культура музей-заповедникӗсен тата музей комплексӗсен территорийӗсен чиккисенче вырнаҫнӑ федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн объекчӗсене (вӗсене Историпе культура еткерӗн федераци (пӗтӗм Раҫҫей) пӗлтерӗшлӗ объекчӗсен переченьне кӗртнӗ, перечене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн «Историпе культура еткерӗн федераци (пӗтӗм Раҫҫей) пӗлтерӗшлӗ объекчӗсен переченьне ҫирӗплетесси ҫинчен» 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи 176 №-лӗ Указӗпе ҫирӗплетнӗ) федерацин культура еткерӗн объекчӗсене сыхлас енӗпе ӗҫлекен органӗ ҫирӗплетнӗ йӗркепе ансамбльсен е паллӑ вырӑнсен шутне кӗртни ҫинчен, ансамбль валли – ансамбль территорийӗн чиккисенче вырнаҫнӑ тата унӑн йышне кӗрекен палӑксен переченьне палӑртасси ҫинчен;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче культура еткерӗн объекчӗсем (историпе культура палӑкӗсем) ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 27 от 02 апреля 2019 г.
4-мӗш пайра «ҫавӑн пек программӑсемпе йышӑнусене территорине планламалли асӑннӑ документсене ҫирӗплетнӗ кунран пуҫласа икӗ уйӑх хушшинче вӗсемпе килӗшӳллӗн улӑштармалла» сӑмахсене «территорине планламалли документсене федераци пӗлтерӗшлӗ объектсем, республика пӗлтерӗшлӗ объектсем, вырӑнти пӗлтерӗшлӗ объектсем вырнаҫтармалли пайра улшӑнусем кӗртнӗ пулсан, ҫавнашкал программӑсемпе йышӑнусене вӗсене ҫирӗплетнӗ, улшӑнусем кӗртнӗ кунран пуҫласа икӗ уйӑх хушшинче территорине планламалли документсемпе килӗшӳллӗн улӑштармалла» сӑмахсемпе улӑштармалла;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
Пӗрлешӳ ӗҫ-хӗлӗн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсен шутӗнче регион ертӳҫи ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассине, республикӑри социаллӑ пурнӑҫпа политика пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене хутшӑнассине, ытти общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫленине асӑннӑ.
Радий Хабиров Пушкӑрт общество палатин ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3815790
Ҫӗр хӑвӑлӗ археологипе палеонтологире пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать: кунта тупнӑ япаласем этем тӗсӗ мӗнле эволюциленин, климат, тавралӑх тата сӗм авалхи культурӑсем мӗнле улшӑнса пынин пӗлтерӗшлӗ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Пер-нон-Пер ҫӗр хӑвӑлӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B5%D ... 0%BB%D3%97
Туризм пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ, вӑл экономикӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ.
Радий Хабиров Пушкӑрт гастрономи гичӗпе паллаштарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... rn-3646414
Кирек мӗнле пулсан та, медицина аталанӑвӗнче мӗнле туртӑмсем пулни ҫинчен, Раҫҫей Федерацийӗн влаҫӗсемпе правительстви кирек мӗнле патшалӑхшӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрпе пирӗн Раҫҫей Федерацийӗн влаҫӗсем тата правительстви мӗн туни ҫумне тата мӗн хушмалли ҫинчен сирӗн шухӑшӑра итлени маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗччӗ», — тенӗ тӗлпулу пуҫламӑшӗнче патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Путин Раҫҫей ученӑйӗсемпе хамӑр ҫӗршыври медицина аталанӑвне сӳтсе явнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... vn-3644669
Вӑл Вюртембергӑн промышленноҫпа суту-илӗвӗн пӗлтерӗшлӗ центрӗ шутланнӑ, тата Штутгарт — Дармштат, Мангейм — Нюрнберг ҫулсем ҫинчи чукун ҫулсене ҫыхӑнтаракан пӗлтерӗшлӗ вырӑн пулнӑ.
Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD
Граждан обществин институчӗсем пирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗрех те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса пыраҫҫӗ.Институты гражданского общества занимают все более важное место в нашей жизни.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
ПДобщ – Федерацин патшалӑх статистика службин Чӑваш Республикинчи территори органӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх иртсе пыракан ҫулӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикин мӗнпур муниципалитет пӗрлӗхӗсен вырӑн пӗлтерӗшлӗ пурте усӑ куракан автомобиль ҫулӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ, ҫав пӗрлӗхсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫул-йӗр ӗҫ-хӗлӗн сферинче вырӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
ПДi – Федерацин патшалӑх статистика службин Чӑваш Республикинчи территори органӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх иртсе пыракан ҫулӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикин i-кирек хӑш муниципалитет пӗрлӗхӗн вырӑн пӗлтерӗшлӗ пурте усӑ куракан автомобиль ҫулӗсен тӑршшӗ, ҫав пӗрлӗхӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫул-йӗр ӗҫ-хӗлӗн сферинче вырӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса параҫҫӗ;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Ан тив, пилӗк ҫул иртнӗ пулсан та пӳрте кӗнӗ чух пӗлтерӗшлех мар темиҫе сӑмах калама вӗрен, вӗсем пӗлтерӗшлӗх йӗри-таврашӗнче ҫӳреччӗр, ҫавӑнпах пӗлтерӗшлӗ пекех туйӑнччӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Халӑх депутачӗсен вырӑнти Совечӗсем вырӑнти пӗлтерӗшлӗ мӗнпур ыйтусене пӗтӗм государство интересӗсемпе Совет территорийӗнче пурӑнакан граждансен интересӗсене шута илсе татса параҫҫӗ, государствӑн аслӑрах органӗсен решенийӗсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, халӑх депутачӗсен кӗҫӗнрех Совечӗсен ӗҫне ертсе пыраҫҫӗ, республика (АССР, РСФСР) тата пӗтӗм Союз пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явма хутшӑнаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх хӑйсен сӗнӗвӗсене параҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Эсир пултарулӑх ӗҫӗпе професси шайӗнчи аталанура ҫитӗнӳсем тӑватӑр, наукӑра, бизнесра, спортра пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнтерӳсемпе палӑратӑр, общество тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлатӑр.
Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/27/news-3606168
Ӳсӗмлӗ аталану шайне сыхласа хӑварма ҫӗрпе типтерлӗ усӑ курассине, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене ҫаврӑнӑша тавӑрассине патшалӑхӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Унӑн сасси, сывлавӗпе харӑс янӑраса, кӑкӑрӗнчен тухакан ҫӑмӑл кӗвӗлӗхпе ҫав тери кӑмӑллӑ, — Консуэло калаҫнӑ чухне пӗлтерӗшлех мар сӑмахсенче те вӑрттӑн туйӑм пур, вӑл ӑнӗн урӑх, пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ япалисем валли ахӑр, анчах калаҫу сӗмне тивӗҫӳллӗн, — сывлавӗ сӑмахсене кӑларма пулӑшнӑ пекех.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак ҫурт унӑн чунӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑчӗ; мӗн пур япала ҫинче Кармен пӑхнӑ хыҫҫӑнхи мӗлке юлнӑ, вӑрттӑн майпа вӗсене туртӑмӑн ачаш вӑйне парса хӑварнӑ; япаласен сасӑсӑр пуплевӗ хӑвӑрт та канӑҫсӑррӑн иртсе кайнӑ кунсем пирки, пӗр-пӗрин ҫине пӑхнин ыраттаракан хумханӑвӗпе шӑплӑх ҫинчен, ҫилӗпе савӑнӑҫлӑ кисренӳллӗ пӑлхантаракан пӗлтерӗшлех мар калаҫусем пирки пӗлтерет; йӑл кулӑллӑ сӑн-пите сасӑсӑр йыхӑрнине, иккӗленӳсемпе ӗмӗтсене аса илтерет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫавӑнпа та вӗсене ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗм сферине тата пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем туса хатӗрленӗ ҫӗре явӑҫтарассине тивӗҫтермелле, унпа пӗрлех ҫамрӑксене тӗрлӗ енлӗн аталантармалли тата пултаруллӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлемелли майсем туса пани те пӗлтерӗшлӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Чӑваш чӗлхи кӑна, пирӗн халӑх культурине палӑртакан чи пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑх, тӳре-шарашӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутне кӗмест.
Суйлав вӑхӑтӗнчи патшалӑх чӗлхисем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5738.html
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ялта тата хулара пурӑнакансене коммуналлӑ хытӑ каяшсене ӗҫе ямалли пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтӑва татса пани мӗнлерех пӗлтерӗшлӗ пулнине тӗрӗс ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv