Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗмпех нӳрлӗ-йӗпе, ҫӗрӗшет, сывлава пӑвӑнтаракан ҫӗрӗклӗх миазмисем сывлӑша чирлеттереҫҫӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кӑкӑра темле пӑвӑнтаракан йывӑрлӑх пусса илет, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлаттарать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Фицхалауров, ура ҫине тӑрса, мӑйне пӑвӑнтаракан мундир ҫухине тӳрлетрӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӑлханнине сирсе ярса, Степан мӑйне пӑвӑнтаракан кӗпе ҫухине вӗҫертрӗ, стакансене чӑп тултарчӗ те арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий, ӳсӗркелесе, ҫул хӗррипе утать, мӑйне пӑвӑнтаракан тутӑрне минутсерен тӳрлетсе пырать.Григорий поминутно поправлял жавший шею платок, шел по обочине дороги, кашлял.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл, аялти кӗпи вӗҫҫӗнех, кровать ҫинчен сиксе анчӗ те упӑшкин пӑтара ҫакӑнса тӑракан кӗске кӗрӗкӗн кӗсйине пырса ухтарчӗ, унтан ура хырӑмӗсене пӑвӑнтаракан чӑмӑркка резинкӑсем мар, хулари хӗрарӑмсем ҫыхса ҫӳрекен кӑвакпа тыттарса ҫӗленӗ резинкӑсем туртса кӑларчӗ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1