Поиск
Шырав ĕçĕ:
Телее пула, вӑл йывӑр минутӑра хӑйне ҫӑлакана путаракан хӑравҫӑ та ӑссӑр хӗр пулман.
XVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Нивушлӗ эпир капла тӳрех хамӑра тӗпсӗр тинӗсе ҫӑтса антарма путаракан шыв патне ишсе пыратпӑр вара?Неужели же мы несемся навстречу водопаду, который низвергает нас в бездну?
XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Темӗнле шухӑша путаракан салхулӑх, асӑрхануллӑ именчӗклӗх, аякрине туйса тӑракан сисӗмлӗх ҫӑмӑл мӗлӗкепе чӗркесе лартнӑ тейӗнех вӗсен сӑмахӗсене, чуптӑвӗсемпе ыталашӑвӗсене.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ман юлташ сассинче шанчӑка путаракан хурлӑх, чӑрсӑрлӑха ҫӗннӗ лӑпкӑлӑх, тыткӑна илнӗ тунсӑх юрри илтӗнсе тӑрать.Безнадежная грусть, спокойное отчаяние, безысходная тоска звучали в песне моего товарища.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
18. Чӑнлӑха хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпе путаракан ҫынсенӗн ҫылӑхӗпе усаллӑхӗ ҫине тӳперен Турӑ ҫилли ҫитет: 19. Турӑ ҫинчен мӗн пӗлме пулать, ҫавӑ вӗсене паллӑ — ӑна вӗсене Турӑ Хӑй кӑтартнӑ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах та Ниневи хулине Вӑл пурне те путаракан шывпа тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтерӗ, Унӑн тӑшманӗсене сӗмлӗх хупласа илӗ.8. Но всепотопляющим наводнением разрушит до основания Ниневию, и врагов Его постигнет мрак.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мур чирӗ ярса, юн тӑкса сут тӑвӑп ӑна, ун ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине пӗтӗмпе путаракан ҫумӑрпа шултӑра чул, кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп; 23. Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ҫынна пула шыва путаракан ҫӗре каллех ӑслӑлӑх ҫӑлнӑ, тӳрӗ ҫынна тинӗс ҫулӗпе ертсе кайса, ахаль йывӑҫ пулӑшнипе сыхласа хӑварнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗвӗ хайлама пӗлекен те шӑхӑрсах юрӑ кӗвӗлеме пултарать ӗнтӗ, анчах тарӑн шухӑша путаракан ҫав кӗвӗсем чунра мӗнле туйӑмсем хуҫаланнӑ чухне, талӑкӑн хӑш тапхӑрӗнче ытларах ҫуралнине пӗлес килет.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- 1