Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пруды (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир халь те ӗлӗкхи пекех, ӗлӗкхи ҫулсенчех, Чистые пруды таврашӗнче ҫӳренӗ вӑхӑтри евӗрлех, эпир халь — нумай ҫулсенче, мӗншӗн тесен чӑтса ирттернине миҫе ҫултипе виҫмеҫҫӗ.

И нам столько же, сколько было прежде, когда мы шагали по Чистым прудам, и нам — много-много, потому что испытанное не меряется возрастом.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Манӑн куҫ умне паян хампа пӗрле Чистые пруды таврашӗнче траншейӑсем чавнӑ типографи рабочийӗсем пӑшал тытса ҫапӑҫӑва тухни, вӗсем нимӗҫсен атакине епле сире-сире ывӑтни тухса тӑчӗ.

Я уже представлял, как рабочие типографии, которые сегодня рыли со мной траншеи на Чистых прудах, залегли с оружием на московских улицах и отбивают атаки немцев.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫакӑнта, Чистые пруды таврашӗнче, эп чавни те халь тем пекех кирлӗ.

Даже то, что я копаю сейчас землю на Чистых прудах, это важно.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун чухне ҫак хӗрачасем те, манран кӑшт ҫеҫ аслӑрахскерсем, ҫак ҫулсемпех чупнӑ пуль ӗнтӗ, анчах Чистые пруды оборона рубежӗ пуласса шухӑшламан.

И, наверно, эти девушки, которые были тогда чуть старше меня, тоже бегали по этим дорожкам и не думали, что Чистые пруды станут оборонительным рубежом.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тахҫан мана кунта, ҫак Чистые пруды урамӗнче, анне тӗртсе ҫӳремелли урапапа ярӑнтарса ҫӳренӗ.

Когда-то здесь, на Чистых прудах, мать катала меня в коляске.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тепӗр вунӑ минутран вара пире Чистые пруды патнелле ертсе те кайрӗҫ.

Через десять минут мы выходили из типографских ворот на Чистые пруды.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хам ҫӑнӑх патне кайиччен малтан Чистые пруды еннелле вӗҫтертӗм.

И все же вместо булочной побежал к Чистым прудам.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Чистые пруды патӗнче укрепленисем тӑваҫҫӗ тет-и?

— Говорят, на Чистых прудах укрепления строят…

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑрҫӑн малтанхи уйӑхӗ пире савӑнтармарӗ пулин те, Пысӑк театр патӗнчи скверта яланхи пекех чечексем ешерчӗҫ, Чистые пруды хӗрринче кимӗ станцийӗ ӗҫлерӗ, шапасем кӑваклатрӗҫ, «Эрмитажра» вара Утесов концертсем пачӗ.

Хотя первый месяц войны и не был утешительным, в скверике у Большого театра, как обычно, цвели гвоздики, на Чистых прудах работала лодочная станция и квакали лягушки, а в «Эрмитаже» выступал Утесов.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чистые пруды яланхи пекех шавлӑ иккен.

Чистые пруды галдели ребячьими голосами.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чистые пруды!

Чистые пруды!

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней