Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пиншер сăмах пирĕн базăра пур.
пиншер (тĕпĕ: пиншер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата та пиншер салтак уншӑн пуҫне хучӗ, пиншер ача ашшӗсене кӗтсе илеймерӗ, пиншер салтак арӑмӗ, салтак амӑшӗ, хӑрушӑ хыпар илсе, вӗри куҫҫулӗпе ҫӑвӑнчӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пиншерӗн кӳренме ӗлкӗрнӗ, пиншер кӑмӑл ҫырлахма ӗлкернӗ, пиншер ҫын кӑмӑлсӑрланнӑ, пиншер ҫын — вилӗм ытамӗнче лӑпланнӑ.

Тысячи людских самолюбий успели оскорбиться, тысячи успели удовлетвориться, надуться, тысячи — успокоиться в объятиях смерти.

1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Ачам, халь эсӗ тӗнчери чи пӗчӗк патшалӑхран пиншер те пиншер хут пысӑкрах ҫӗре каятӑн, — шӳтлесе те, чӑнласах та калать ашшӗ.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сывлӑш хӗснипе, шӗвек хӗснипе, электроток пынипе ӗҫлекен системӑсем, пуҫ миминчи нерв ҫипписем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн ҫыхӑнса ӗҫленӗн, пиншер те пиншер механизмсемпе узелсене, агрегатсемпе релесене «вӑй кӗртеҫҫӗ».

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӑван ҫӗршыв хӑватне витӗмлӗн кӑтартакан, унӑн тӑнӑҫ пурнӑҫӗпе хаваслӑ ӗҫне-хӗлне шанчӑклӑн хураллакан ракета пиншер те пиншер ҫухрӑмри «тӑшман объектне» шӑп та лап «ҫамкаран» лектерет.

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Унччен кӑшт-кашт тусанланма ӗлкӗрнӗ ҫул ҫине пиншер те пиншер пӑрҫа хурса пусса тухнӑ тейӗн.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мӗншӗн тесен унта пӗтӗм чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнчи пысӑк улшӑнусем пирки сӑмах пырать, ку юхӑма пиншер те пиншер ҫын хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Вырӑс ҫарӗ тӳснӗ мӑшкӑлшӑн Кутузов та, ҫавнашкалах Аустерлиц патӗнчи шурлӑхсемпе кӳлӗсенче вилнӗ пиншер вырӑс салтакӗсем те, хӑйсене хупӑрласа илнӗ тӑшманпа ҫапӑҫса вилнӗ пиншер геройсем те айӑплӑ пулман.

Тысячи русских солдат, погибших под Аустерлицем, в болотах и озерах, тысячи героев, сражавшихся в окружении, расстреливаемых в упор, продолжавших борьбу, так же как и Кутузов, были неповинны в поражении русской армии.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Анчах ҫавна тӗрӗс пӗлмешкӗн пиншер те пиншер ҫулсем хушши кирлӗ пулнӑ.

Правда, для этого понадобились многие и многие тысячи лет.

Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Кампа та пулин туслашас, паллашас пулсан та, пиншер, пиншер тенкӗ укҫа юхса тухать, ҫав ҫынсене хӑналас пулать вӗт.

Тысячи и тысячи ему понадобятся лишь для угощения тех, с кем решил подружиться, расположить к себе.

13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ун ҫине пиншер шанчӑк, пиншер ӗмӗт вӗҫсе килсе тулчӗҫ те унӑн хулпуҫҫийӗсем, аллисем ҫине, кӑвакарчӑнсем пек, ларма пуҫларӗҫ.

Тысячи надежд налетели на нее и падали на плечи, на руки, как голуби.

III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Шутламасӑр сурӑха та картаран кӑларса ямастӑн, кунта акӑ — пӗтӗм халӑха, пиншер те пиншер ҫынна, ирӗке кӑларнӑ.

Без расчёта и овцу из хлева не выпустишь, а тут — весь народ, тысячи тысяч, выпущен.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Пиншер ҫын пиншер кубометр тӑпрана пӑхмалла, хӑватлӑ экскаваторсем ҫӗршерӗн ҫӗрӗн ҫиелти сийне чавмалла.

Тысячи людей должны просматривать тысячи кубометров породы, сотни мощных экскаваторов — снимать верхние пласты.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ывӑннине, лару-тӑру хӑрушлӑхне, ҫемйипе уйрӑлнине тата хӑйне аптратса ҫитернӗ пиншер те пиншер шанчӑксӑр шухӑшсене пӑхмӑсӑр, Павлин хӑйне хӑй яланхи пекех, ҫирӗп те шанчӑклӑ тыткалать.

Несмотря на усталость и тревожную обстановку, на разлуку с семьей, на тысячи беспокойных дум, которые одолевали его, Павлин держался, как всегда, уверенно и твердо.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Пиншер те пиншер!» теҫҫӗ.

А то «тысячи», «тысячи»!

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсӗ ҫӳлтен пиншер те пиншер ҫул пӑхакан ҫӑлтӑрсемпе, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫне ним вырӑнне те хуман ӑнланмалла мар тӳпепе, тӗксӗмлӗхпе куҫа-куҫӑн пӗччен тӑрса юлса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшатӑн та, вӗсем санӑн чунна хӑйсен чӗмсӗрлӗхӗпе пусса тӑма тытӑнаҫҫӗ; хамӑртан кашнинех тупӑкра кӗтекен пӗчченлӗх ҫинчен шухӑшлатӑн, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ сана ҫавна май ниҫта кайса кӗрейми хаяр та шелсӗррӗн туйӑнать…

Звезды, глядящие с неба уже тысячи лет, само непонятное небо и мгла, равнодушные к короткой жизни человека, когда остаешься с ними с глазу на глаз и стараешься постигнуть их смысл, гнетут душу своим молчанием; приходит на мысль то одиночество, которое ждет каждого из нас в могиле, и сущность жизни представляется отчаянной, ужасной…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Унӑн та пиншер те пиншер теҫеттин ҫӗр, нумай сурӑх, лаша завочӗ тата нумай укҫа пур иккен, анчах вӑл «ҫаврӑнса» ҫӳремест, хӑйӗн пуян усадьбинче пурӑнать — графиня патӗнче ӗҫпе пӗрре мар пулса курнӑ Иван Иванычпа хӑшпӗр ҫынсем ҫав усадьба ҫинчен тӗлӗнмелле япаласем каласа параҫҫӗ; ҫапла, сӑмахран, графиня ҫуртӗнчи хӑна пӳлӗмӗнче, Польша королӗсен пӗтӗм портречӗсене ҫакса тухнӑскерӗнче, чул ту евӗрлӗ пысӑк сехет пур имӗш, ҫав чул ту ҫинчех бриллиант куҫлӑ ылтӑн лаша чӗвен тӑнӑ, лаши ҫинче ларакан ылтӑн ҫынни вара сехечӗ кашни ҫапмассеренех сылтӑмалла та сулахаялла хӗҫӗпе сулкалашать пулать.

Она тоже имела несколько десятков тысяч десятин, много овец, конский завод и много денег, но не «кружилась», а жила у себя в богатой усадьбе, про которую знакомые и Иван Иваныч, не раз бывавший у графини по делам, рассказывали много чудесного; так, говорили, что в графининой гостиной, где висят портреты всех польских королей, находились большие столовые часы, имевшие форму утеса, на утесе стоял дыбом золотой конь с бриллиантовыми глазами, а на коне сидел золотой всадник, который всякий раз, когда часы били, взмахивал шашкой направо и налево.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пиншер ача хыҫсӑр пукан умне чӗркуҫленсе ларнӑ пек те, пуканӗсем ҫине пиншер пӑшал вырнаҫтарса хунӑ пек, тата пинӗш аллисене ҫӗҫӗ тытса ситсӑ чаршавӗсен хыҫӗнче пытанса тӑраҫҫӗ пек.

Тысячи мальчиков стоят на коленях перед табуретами, на которых лежат тысячи ружей. Тысячи других прячутся за ситцевыми занавесками с ножами в руках.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыран ҫитет, унтан татах, татах ыран пулать, пиншер ҫынсем пӗтеҫҫӗ, пиншер ҫынсемшӗн «ыран» ҫук ӗнтӗ, анчах ҫӑлӑнса юлнисем пӗр шанчӑкпа пурӑнаҫҫӗ — ыран, кам пӗлет, тем пулать ыран…

«Завтра» сменяются одно за другим, тысячи людей гибнут, для тысяч нет уже больше «завтра», но уцелевшие живут одной надеждой – завтра, кто знает, что будет завтра?

Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Урамсенче ҫунакан ҫӗршер те пиншер лампочка ҫути вара кунӗн-ҫӗрӗн куҫ умӗнче ялкӑшса тӑчӗ.

Помоги переводом

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней