Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пилӗккӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ: «Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — чей кашӑкӗ ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса тупнӑ хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр, чирлӗ; пӗрисем хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — чӑлах, илемсӗр, асси; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем — юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат… Апла пулсан, пӗрисемшӗн ҫӑтмах ҫӗр ҫинче те, леш тӗнчере те, теприсемшӗн — леш тӗнчере ҫеҫ. Ку питӗ пысӑк танмарлӑх вӗт-ха», — терӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Киревсӗрсем пилӗккӗн тупӑ патӗнче аппаланаҫҫӗ, ун ҫинчен «курткӑна» сӳсе илеҫҫӗ.

Пятеро негодяев возились возле пушки, стаскивая с нее «куртку»,

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней