Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗлӗнмелле: вӑл, хӑйне майӗпен алла илсе, шиклӗхпе мӗскӗнлӗх туйӑмӗсене пусарса, сирсе, халӗ леш тӗнче тӗлӗшпе мар (ун пирки пӗртте иккӗленмерӗ-ха), ытларах хӑй куракан-туякан чӗрӗ тӗнче, этем татса парайми ыйтусем тавра шухӑш сӳтрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Колхозӗнче те, вӑн, юлашки ҫулсенче ӗҫ укҫине вӑхӑтра парайми пулчӗҫ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Ӑнлантарса парайми тӗслӗхсем шухӑшланӑ пек мар ҫав, чылай ытларах тӗл пулаҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑнлантарса парайми канӑҫсӑрлӑх пусарать чунне.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тепӗр кун вӑрантӑм та — пылак сехӗрленӗвӗн нимӗнле уҫса парайми туйӑмӗпе малалла сӑнама пикентӗм ҫӗрӗн иккӗмӗш тӗнчине.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Кирек мӗнле пулсан та ку уншӑн — татса парайми тӗллев.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сӑмахпа каласа парайми, хаклӑран та хаклӑ ҫак самант урӑх никамшӑн та мар, уншӑн ҫеҫ килнипе Грэй хӑй те хумханса тата тӗлӗнсе кайрӗ, шухӑшӗнче тахҫанах-тахҫанах курӑнакан ҫак пите янахӗ айӗнчен асӑрхануллӑн, анчах ӑшӑ кулӑпа ҫӗклерӗ, вара хӗрӗн куҫӗсем тинех яриех уҫӑлчӗҫ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Айӑпланнӑ ҫынна тӗрме пуҫлӑхӗ хӑй кӑларса ярсан, миллиардер ҫыруҫа оперетта юрӑҫипе вилла тата сейф парнелесен, жокей вара халиччен ӑнман тепӗр утшӑн лашине пӗр хут та пулин хуллентерех ярсан, — ҫавӑн чухне ҫакӑ сӑмахпа каласа парайми тӗлӗнмелле, евӗклӗ иккенне пурте ӑнланӗччӗҫ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӑй сисмесӗрех кашни утӑмрах хӑйне евӗрлӗ хавхаланупа, сӑмахпа каласа парайми, анчах тасалӑх пек, ӑшӑ пек шутсӑр кирлӗ, черченкӗ те илемлӗ, нумай-нумай ҫӗнӗлӗх уҫать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сӑмахпа каласа парайми хумханусем ҫавӑрса илчӗҫ манӑн чунӑма.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӑна хуть питне ҫуса, пуҫне турама сӗнеҫҫӗ, анчах ҫакна тӑвасси те уншӑн татса парайми пысӑк ыйту пулса тарать.
XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн ытти хирӗҫӗвӗсем е тавлашуллӑ та ӗнентерсе парайми сӑмахсем, тӗслӗхрен, сирпӗнтерес меслете хирӗҫленӗ пеккисем, е пачах та сума сумасӑр каланӑ хирӗҫӳсем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах юрӑ та, нихҫан татса парайми ыйтуллӑ сасӑпа ӗсӗклесе, пӗчӗк гостинӑй шӑплӑхӗнче тата тепре чӗтренсе илет те чарӑнса ларать.Но песня смолкала, дрожа в тишине маленькой гостиной тою же жалобною нотой неразрешенного вопроса.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑй тавра пулса тӑнӑ ӗҫсем ӑна татса парайми йывӑр пек туйӑннӑ.
30 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вунсакӑр уйӑх — каласа парайми асапсем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Словаре вара халь хам тӗшмӗрткеленӗ тӑрӑх ҫеҫ вулатӑп, куҫлӑх ыйтӑвӗ пачах татса парайми япала пулса тӑчӗ.Так и читаю словарь по догадке, вопрос с очками тоже оказался вовсе не разрешимый.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсемпе эрнисене, унӑн сыпӑк-сыпӑк сӑнарӗсем ҫине каласа парайми кӑмӑлӑмпа пӑхатӑп эпӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1