Поиск
Шырав ĕçĕ:
Маркелӑн йытти, мӗнле хистесен те, малалла каймарӗ: те краҫҫын шӑрши сӑмсине кӑтӑкларӗ, те йӗрӗ ҫухалчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эсӗ манӑн шӑпах сӗткенри, — хӑлхаран чуптурӗ вӑл ӑна, мӑйӑхӗпе кӑтӑкларӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кам кӑтӑкларӗ ӑна сӑмсаран?
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Сӑмсана сулхӑнри вӗлтӗренпе чӗрӗ хӑмла шӑрши кӑтӑкларӗ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Лупас ҫинчи ҫӗнӗ утӑ шӑрши сӑмсана ыррӑн кӑтӑкларӗ, хускалкаланӑ май чӑштӑр-чӑштӑр туса ванчӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Вара матрос курупкари ӑмансене пӳрнипе кӑтӑкларӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тӗпел кукринчен килекен тутлӑ шӑршӑ ун сӑмсине кӑтӑкларӗ, сӗлехе юхтарчӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Вӑл чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫурӑма кӑтӑкларӗ те хӑех вӗҫсе кайрӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Вӑл улӑм пӗрчи илсе, ачан сӑмси шӑтӑкӗнчен кӑшт кӑтӑкларӗ.
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Лаша ерипен тулхӑрса ячӗ, хура тутисемпе Генкӑна майӗнчен кӑтӑкларӗ.Жеребец тихонько заржал, черными губами пощекотал Генкину шею и шумно вздохнул ему в ухо.
5 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хӗвел ҫути унӑн питҫӑмартине хуллен кӑтӑкларӗ, унтан урайне ӳкрӗ.
37 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл тӗлӗрсе каяс мар тесе вӑй хунӑ май ун умӗнчи лампа ҫути, чей куркисемпе пӳрнесем иккӗллӗн курӑнчӗҫ, сӑмавар унталла-кунталла сулланкаларӗ, ҫӗрӗк панулми шӑрши вара сӑмсана пушшех ҫивӗчреххӗн, киревсӗртереххӗн кӑтӑкларӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пит-куҫне пӗркелесе, вӑл аллипе питне шӑлса илчӗ, каллех тӗлӗрме пуҫларӗ, анчах пит тӑрӑх ҫӗнӗрен тем шума пуҫларӗ, тути тӑрӑх чупса кайрӗ, сӑмса шӑтӑкне кӑтӑкларӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Клевер пуҫӗсенчи пыл шӑрши ун сӑмсине кӑтӑкларӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗвелӗ унсӑр тунсӑхланӑ тейӗн, хӗр ҫӗр ҫине пӗрремӗш утӑм тусанах малтан пытаннӑ пӗлӗчӗ хыҫӗнчен тухрӗ те хӑйӗн шевлипе ҫамрӑка пырса кӑтӑкларӗ.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
- 1