Поиск
Шырав ĕçĕ:
Укӑлчари картасем урлӑ ҫӗнӗ ратлӑ шур автанӑн сарлака та пӗрчӗмлӗ-пӗрчӗмлӗ пысӑк киккирикӗ пек чӑх ҫырли сапакисем усӑнаҫҫӗ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Урӑ чухне Сулагаев асӑрхануллӑрахчӗ-ха, тӳрех апла-капла перкелешместчӗ, анчах киккирикӗ хӗрсен чӗлхине тӳрех ирӗке яратчӗ — кашнинчех тиркешерех калаҫатчӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Киккирикӗ те, тӗпекки те йӗпкӗн хӗрлӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Халӗ ҫеҫ «Автан киккирикӗ» килсе ҫитрӗ, унти пӗр матрос «Эврикӑра» пулнӑ, унта ларакан пирӗн йӗкӗтсене Брант пирки хыпарланӑ.Только что при шел «Петушиный гребень», с него был матрос в «Эврика», где сидят наши, и сообщил.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Урапи ҫинче бархат жилет, автан киккирикӗ пек вӑрӑм вӗҫлӗ тюрбан тӑхӑннӑ арҫынсем, пичӗсене пӗркенчӗкпе витнӗ хӗрарӑмсем ларса пыраҫҫӗ, вӗсен йӑлтӑр куҫӗсем ҫеҫ ҫӳхе пешавар кисейӗ витӗр ҫуталаҫҫӗ; вӗсем чечеклентерсе тӗрленӗ зонтиксем тытнӑ.
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Унтан ывӑҫ тупанӗпе ҫамкинчен пуҫласа ӗнсине ҫити шӑлса илчӗ, — ҫавна пула сайра ҫӳҫӗсем пӗр тӗлте пухӑнса автан киккирикӗ пек пулса тӑчӗҫ, — ҫамки ҫинчи хутламӗсене аялалла антарчӗ, янахне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те тӳрех ҫапӑҫма юратакан, анчах тӗсне ҫухатнӑ, сӑхса пӗтернӗ киккириклӗ автан пек пулса тӑчӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Тӗрӗссипе яланах урӑхла килсе тухать: салонрисем мӗн-пурӗ те битлсем пыр тӗпне хыртарса кӑшкӑрнине те шейк тытамак тытнӑ пек тӑвӑнса ӗрленине шӑпӑрттӑн кӑна итлесе лараҫҫӗ, киккирикӗ хӗрнисем вара тӑрса ташламах та тытӑнаҫҫӗ.
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ерофей Кузьмич алӑк урлӑ каҫса пуҫ таяс шухӑшпа ҫӗлӗкне илме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Квейс сӗтел ҫумӗнчен хӑвӑрт хӑпрӗ те, автан киккирикӗ пек ҫӳҫ тӑпкине силлентерсе илсе, Ерофей Кузьмич кӑкӑрӗ ҫинелле шӗвӗр пӳрнипе тӗксе кӑтартрӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Френчпа, ҫара пуҫӑнах хӑй, — сарлака ҫамки тӗлӗнче автан киккирикӗ майлӑ тӑракан ҫӳҫне хуллен ҫеҫ ҫил вӗҫтеркелет.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пуҫ тӳпинче автан киккирикӗ евӗр ҫӳҫ пайӑрки ҫӗкленсе тӑрать.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Курсамӑр, унӑн киккирикӗ чалӑшса кайнӑ та ӗнтӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1