Поиск
Шырав ĕçĕ:
Экрансене, тентсене т. ыт. те туртса карӑнтарнӑ чухне те полиспаст принципӗпех усӑ кураҫҫӗ.
Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Кӗпине тӑпӑлкка тулли кӑкӑр карӑнтарнӑ.
I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Кӗрешекен маттурсен Ҫан-ҫурӑмсем йӗп-йӗпех, Ал-урисен шӑнӑрсем Карӑнтарнӑ хӗлӗх пек.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Тӑхта-ха, тӑхта, — сасартӑк асӑма таҫта пӗрре курнӑ ҫын тӗтреленсе килсе сӗкӗннипе ухӑ кантрине карӑнтарнӑ пек хытарса илтӗм эпӗ ӑс-тӑна, — паллатӑп вӗт-ха эпӗ ку ҫынна!
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Таракана пӗр ҫул, шыракана ҫӗр ҫул, — татӑлса каяс пек карӑнтарнӑ ӑс-тӑнӗпе юпленсе, чунӗпе ӑшталанса ӳкрӗ вӑл.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Михха, ухӑпа тӗл пеме хирлӳне хытӑ карӑнтарнӑ пек, Микула ҫине шӑтарасла пӑхрӗ те: — Ачун ятне сут мана. Ҫирӗм пилӗк тенкӗ паратӑп! Никам илтмен хак! — терӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Калаҫмалли пур, — терӗ вӑл мӑрсана тимӗр листипе карӑнтарнӑ алӑкран кӗртсе ярса.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Яра кунах ҫапла: туртса карӑнтарнӑ пӑяв пек.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӑшӗ ҫеҫ карӑнтарнӑ хӗлӗх пек чӗтресе тӑрать ун.
Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Икӗ шалҫа хушшине карӑнтарнӑ пӑявӑн икӗ «ҫул»: е вӑл шалҫине туртса кӑларать, е хӑй татӑлса каять.Это все равно что веревка, натянутая меж двумя столбами: или она их свалит, или оборвется сама.
Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Проктор чӗлӗмӗ пирки мансах пӗр вырӑнта пӑталаннӑн ларать; унӑн вӗчӗхлӗ сывлавӗнчен вара унра ватӑ вӑйӑҫ шӑнӑрӗ карӑнтарнӑ вӑлта ҫиппилле выляса тӑни сисӗнет.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шыҫӑнса тӑртаннӑ алли чӗлпӗре карӑнтарнӑ чух аран-аран ҫӗкленет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Хайхи хӗр турткаланса тӑчӗ-тӑчӗ те, карӑнтарнӑ хӗлӗх пек ярт тӳрленсе, Хӗлимун умне тухрӗ, сулахай ал тупанне пилӗк ҫине хурса, акӑш евӗр тикӗссӗн пӗр ҫаврӑм турӗ, унтан, аллисене ылмаштарса, пӗр вырӑнта каллӗ-маллӗ ҫаврӑнчӗ те ҫамрӑксем хушшине вӗлт кӗрсе пытанчӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нина вара хӗрлӗ ҫитсӑпа карӑнтарнӑ тупӑкра хускалмасӑр выртрӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Кашни нервине карӑнтарнӑ, кашни мускулне хытарса ҫитернӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хытӑ карӑнтарнӑ канат ҫинче вӑл ҫав империри ытти улпутсенчен пуринчен те сахалран та пӗр дюйм ҫӳлӗрех сикме пултарнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Йӗп хыҫне хытӑ туртса карӑнтарнӑ пружина вырнаҫтарнӑ.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Карӑнтарнӑ кантӑра юри тунӑ картран ҫакланса ларнӑ.
Арбалет // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ложӑна малти вӗҫӗпе ҫӗре лартнӑ, кайри вӗҫӗ ҫине хырӑмпа пуснӑ, икӗ алӑпа вара ухӑ кантӑрине карӑнтарнӑ.Передний конец ложи упирали в землю, а на задний нажимали животом и двумя руками оттягивали тетиву.
Арбалет // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Кобра ҫаврӑнчӗ, мӑйне карӑнтарчӗ, пуҫларӗ вара чӗрӗпе сӑхма, карӑнтарнӑ мӑйӗпе ҫапма.Кобра повернулась, раздула шею и принялась кусать ежа зубами и бить его раздутой шеей.
Кобрӑпа чӗрӗп ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.