Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кантӑклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кантӑклӑ (тĕпĕ: кантӑклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречесен кивӗ те тӗксӗм хупписем вырӑнӗнче ҫап-ҫутӑ кантӑклӑ чӳречесемпе йӑлтӑр кантӑклӑ алӑксем.

Вместо мрачных ставней глядели веселые стеклянные окна и двери.

V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сасартӑк ҫырмаран тӗксӗмлетнӗ кантӑклӑ хура «Волга» вӗҫтерсе тухрӗ те ачасем умӗнче тормозӗпе чӗриклетсе чарӑнчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вася ним сӑмах каламасӑр бытовкӑн кантӑклӑ алӑкне утюгпа меллӗн ватрӗ те кантӑкӑн кинжал евӗр ваннӑ пӗр катӑкне илсе хохола шӗвӗр вӗҫӗпе хырӑмран чикрӗ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Унран вунӑ — вун икӗ метрта хулӑн тиртен ҫӗленӗ куртка тата шӑлавар, пуҫне хулӑн калпак тӑхӑннӑ, питне тӗслӗ кантӑклӑ хӳтлӗхпе хупланӑ ҫын колоннӑсене тӗреклетме пулӑшакан ҫавра тимӗрсене шӑратса ҫыпӑҫтарать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кантӑклӑ алӑксем патнелле илсе пыракан сарлака картлашкасем ҫинче ҫамрӑк каччӑсем, хӗрсем кӗпӗрленеҫҫӗ…

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кантӑклӑ верандӑра вара шӑйрӑлса пӗтнӗ сӗтел ҫине домино шӑммисене шаклаттарни илтӗнет — унта кӗмелле-и?

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каҫсерен вӗсем кинофильм курма пӗрле кайрӗҫ, унтан, ҫанталӑк лайӑх пулсан, пляжра уҫӑлса ҫӳрерӗҫ, сивӗ пулсан тӗп корпусӑн гостинӑйӗнче ларчӗҫ е, ҫумӑр килсен, Завьялов пӳлӗмӗнче иккӗшех пулчӗҫ, — унӑн кӳрши вӑл вӑхӑтра кантӑклӑ верандӑна преферансла выляма тухса кайрӗ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сарлака картишне кӗнӗ чухне Пӑкачав анкарти енчи пӗртен-пӗр лутра кантӑклӑ пӗчӗк пӳрт патӗнче темиҫе хӗрарӑм ӑшталанса ҫӳренине, темшӗн ӑна асӑрхаман пекех ун енне ҫаврӑнса та пӑхманнине курса тӗлӗнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑмахран, ҫывӑхри ялсенче улт кӗтеслӗ те пысӑк кантӑклӑ вырӑсла пӳртсем курӑнкала пуҫланӑ, — Чӑлах Эрнюк та ҫавӑн пек пӳрт туса лартнӑ, ҫине хӑма виттернӗ, вырӑсла хапха та тутарнӑ.

Начали в соседних деревнях ставить русские избы-пятистенки с большими окнами — Эрнюк первым выстроил себе такую домину, покрыл тесом, ворота русские навесил.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Пӳлӗм пӗр кантӑклӑ ҫеҫ пулин те, ҫутӑ ҫителӗклӗ — чӳречи хӗвелтухӑҫалла.

Помоги переводом

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗчӗк кӗперпе ҫырма урлӑ каҫсан, Павӑлпа юлташӗ виҫӗ кантӑклӑ кутамас йывӑҫ ҫурт умӗпе иртрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урама тӑрӑх ларакан тӑватӑ кантӑклӑ ҫак ҫурт Григорий Филиппов пупӑнччӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Поля вырнаҫнӑ купе ансӑр, пӗчӗк тӑрӑхла кантӑклӑ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Изолятор текенни коридор вӗҫӗнче, кантӑклӑ хӳмепе уйӑрнӑ пӳлӗмре иккен.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Матроссем часовойсен будкине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, генерал ҫурчӗн тачка кантӑклӑ алӑкӗсене пулеметпа персе шӑтарса пӗтернӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ансӑр кантӑклӑ симӗс вакунта ларас килсен — ларса пыр, ыйхӑ килсен — виҫҫӗмӗш ҫӳлӗк ҫине хӑпар та вырт.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халь ӗнтӗ, чӑн та, класс евӗрлӗ пулнӑ Кӗркури пиччен пилӗк кантӑклӑ пӳрчӗ: пӗренисем шурӑ, мӑкӗ те таса, таракан-хӑнкӑла тавраш ҫук.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Евлен та ман патӑмра ӗҫлесе пурӑнчӗ, анчах вӑл хӗрлӗ ялав ҫӗклесе Тимофей Николаевич хыҫҫӑн кайрӗ, пурӑнасса та ҫӗрне Артура тара парса кӑна пурӑнать, ҫемйи те ҫук унӑн, пулма та пултараймасть: пӗр кантӑклӑ хура пӳртре ача-пӑчасемпе ҫӑкӑрсӑр-мӗнсӗр пурӑнаймӑн.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсӗ йӗрсен ансат тасалӑхне куратӑн, ҫак тасалӑх ҫурт йывӑрлӑхне ҫемҫетет; унтан — симӗс черепица, сенкер шыв пек витӗр курӑнакан кантӑклӑ шурӑ стенасем; сарлака ҫак картлашкасем, — вӗсем тӑрӑх ерипен, шухӑша путса капмар вулӑсем патне, сарлака ҫулҫӑллӑ туратсен мӗлкине анаятӑн, унта уҫӑ вырӑнсенче хӗвелпе мӗлке ӑнӑҫлӑ вырнаҫтарса тухнӑ хӳхӗм-капӑр чечексен клумбисем ҫӳлелле ҫӗкленсе савӑнтараҫҫӗ.

Ведь ты видишь простую чистоту линий, лишающую строение тяжести, и зеленую черепицу, и белые стены с прозрачными, как синяя вода, стеклами; эти широкие ступени, по которым можно сходить медленно, задумавшись, к огромным стволам, под тень высокой листвы, где в просветах солнцем и тенью нанесены вверх яркие и пылкие цветы удачно расположенных клумб.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Галерея вӗҫӗнчи шурӑ икӗ статуя тата паркет таранах аннӑ тулли кантӑклӑ пысӑк чӳречесен янкӑр ҫути капмар пӳлӗме уҫӑ, хаваслӑ сӗм кӗртеҫҫӗ.

Две белые статуи в конце галереи и яркий свет больших окон из целых стекол, доходящих до самого паркета, придавали огромному помещению открытый и веселый характер.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней