Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара эпир ку ӗҫе пӑрахрӑмӑр та пӳлӗмри чӳречене икӗ кантӑкран тӑракан кантӑка лартма тытӑнтӑмӑр, анчах Шишкин пӗр катӑкне урайне ӳкерчӗ те, кантӑк чӑлпар саланса кайрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Камин ҫамкинче кантӑк виткӗҫлӗ сехет ларать, кантӑкӗн аялти ҫуррине хула сӑнне ӳкернӗ, хӗвел вырӑнне ҫаврашка ункӑ та тунӑ, кантӑк витӗр сехет маятникӗ ӗҫлени курӑнать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кантӑк умне апатланма уйӑпсем вӗҫсе килнӗ, кантӑкне вара Хӗл мучи сивӗпе ӳкерсе хунӑ.К окну, на котором Дед Мороз нарисовал картинки, прилетали снегири, чтобы поесть из кормушки.
Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632
Сӗтелӗ ҫине хулӑн кантӑк хунӑ, кантӑкне пергаментлӑ хутпа витнӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кантӑкӗсем вара — пирӗн пӳрт алӑкӗ пек, виҫ-тӑватшар кантӑк».
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чунӗ тем пекех ирӗкелле туртрӗ те, Калюков, паллах, пурӗпӗр урама тухса ҫӳремерӗ, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗсене кантӑкран кантӑк патне пыра-пыра кӑна сӑнарӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Марья, хӑйӗн ырханкка, анчах ҫавах та-ха чиперрӗн курӑнакан пит-куҫне айӑккалла, шӑнса ларнӑ кантӑк еннелле, пӑрса пӑхать; кантӑкӗ витӗр тултан хӗллехи тӗксӗм ҫутӑ кӗрет.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Амӑшӗ кантӑк ванчӑкӗсене шӑлса пуҫтарчӗ, ашшӗ вара ҫак хушӑра кантӑк лартакан патне кайса килчӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫак ача сасартӑк кантӑк умне пырса тӑрать те, пуҫне кантӑкран чиксе ыйтать:
Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпӗ кантӑк умӗнчен пӑрӑнтӑм та, тахта ҫине таянса, ҫӑлтӑрсемпе тирексене, урам леш енчи кантӑксемпе антеннӑсен тӑрринчи виҫшер юплӗ сӑннисене сӑнарӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Чжао тӑлӑх арӑм чӑпта парнеленӗ, кӗтӳ ачи У Цзя-фу таҫтан кантӑк шыраса тупнӑ, ӑна кантӑк рамине вырнаҫтарса, хутпа ҫыпӑҫтарса ҫаврӑннӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пире пӗр пӗчӗк кантӑк курӑнчӗ, шурӑ мар, чӳрече кантӑкӗ пек вӑл.
Эпир чи ҫӳле хӑпарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Аслашшӗ тӑрса кантӑка уҫрӗ: урамра тӗттӗм те пылчӑклӑ пулнӑ; малти урапа кунтах, кантӑк умӗнчех тӑнӑ.Дед встал, поднял окно; на улице было темно, грязно; передок стоял тут же под окном.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Дворник кантӑк ванчӑкӗсене пуҫтарчӗ те кантӑка, ҫил вӗресрен, кӗрӗкпе питӗрчӗ.Дворник подбирал осколки стекол и утыкал в окно полушубок, чтобы не дуло.
VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Унтан эпир коридорти кантӑка кайса кӑлартӑмӑр, анчах ку кантӑк кӑшт пысӑкрах, пӳлӗмри чӳрече рамне кӗмест.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Егор, кабинӑн айккинчи кантӑкӗсем витӗр аллине кӑларса, кантӑк ҫинчи пӑра финкӑпа ката-ката пӑрахать.Егор, просунув руку сквозь боковые стекла кабины, стал срубать финкой лед.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл тӑчӗ, кантӑк патне пычӗ, алтупанӗпе сивӗ кантӑка сӑтӑрса илчӗ те каллех савӑнӑҫлӑн калаҫма тытӑнчӗ:
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
«Костя» кантӑка виҫӗ хут шаккать те, шалтан ответлӑ сигнал парсан, хачӑпа кантӑк ҫинчи йӗплӗ тимӗр хулӑсене касса татать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫил кантӑка кӗмсӗртеттерет, йӗпе юр кантӑк кӗленчине пырса ҫапӑнать.Ветер так и стучит в окна, так и хлещет по стеклам мокрым снегом.
Чижик Холмы ялне кайрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Пӑхӑр, виҫҫӗмӗш хутри кантӑк, вӑл коридор кантӑкӗ.— Посмотрите, окно на третьем этаже, оно выходит из коридора.
«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.