Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑй ҫинчен куҫ сиктермесӗр итлесе тӑракан партизансене хамӑрӑн малашнехи ҫулсем ҫинчен астутарса, тен пирӗн йӗсӗм ҫырли пиҫекен вырӑнсене те ҫитсе тухмалла пулӗ, тесе систерсе хӑварчӗ.
Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ни хӑйма ҫинче пӗҫернӗ тӑпӑрчӑ кукӑлӗсем ҫинчен, ни сливӑпа та йӗсӗм ҫырлипе пӗҫернӗ кӑркка ҫинчен, ни квас ҫинче ҫемҫетнӗ сӑран атӑ евӗрлӗ ҫимӗҫ ҫинчен, ни тата авалхи поварсем ҫеҫ пит ӑста пӗҫерме пӗлнӗ соус ҫинчен, ҫав соуса панӑ чух ҫиеле эрех сапса хӗмлентереҫҫӗ те, майрасем вара ҫавӑн ҫине тӗлӗнсе те хӑраса пӑхаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Эп кунта килнӗ чух башибузуксен ушкӑнӗ йӗсӗм ҫырли анине анчӗ те тӳрех кунталла килчӗ…Когда я шла к тебе, со стороны виноградников спустилась толпа башибузуков и направилась прямо сюда…
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем йӗсӗм ҫырлипе шӑлан плантацийӗ витӗр малалла сӗкӗнсех кӗреҫҫӗ, окопсем патнелле ҫывхарнӑ май е пытана-пытана тӑраҫҫӗ, е тата, хӑйсен енне пенине курсан, ҫӗрелле выртаҫҫӗ.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑшӗ ҫара ту хӗррипе чупать, ҫӳлелле хӑпарасшӑн, хӑшӗсем Зли-долӑ патӗнчи чӑнкӑ ҫыран хӗррипе васкаҫҫӗ, ыттисен шыв юхса тухакан айлӑм патӗнче Клисурӑна кӗмелли Средна-гора тӑвӗ еннелле, тата тепӗр ушкӑн йӗсӗм ҫырли сачӗпе Огнянов окопӗсем патнелле чупрӗҫ.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Клисурӑран хӗвелтухӑҫ енче те ҫӳллӗ сӑртсем пур, анчах вӗсем тикӗс мар, кӑпӑшка тӑпра унта шӑва-шӑва анать, тӗллӗн-паллӑн йӗсӗм ҫырли те шӑлан плантацийӗсем пур, тӗллӗн-паллӑн вара сухаласа ӗҫе кӗртмен вырӑн та пур.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тулта тӗттӗм, шӑпах, йӗсӗм ҫырли курланки ҫакӑнса тӑнӑ ҫӗрте тата тӗттӗмрех.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кунта йӗсӗм ҫырли тунисене ӳкернӗ, — суйса каларӗ Цанко.
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑшӗ-пӗри, кулма юратаканни, уҫӑ кӑмӑллӑ пек курӑнса: — Епле ун пек пултӑр-ха, йӗсӗм ҫырли те ҫимелле, тет, эрехне те ӗҫмелле иккен? Суять ку юрӑ, — тесе хучӗ.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗррехинче ман Цанко ҫапла печӗ ячӗ, ҫав хӗрсенчен пӗри те пулин мана мӑйне чуп тутарсан, тет, эп ӑна хамӑн чи лайӑх Малтеп йӗсӗм пахчине парнелесе панӑ пулӑттӑм, тет…
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов ҫулне-мӗнне пӑхмасӑр йӗсӗм катисем урлӑ, ҫырма-ҫатра урлӑ хӗвеланӑҫнелле утрӗ.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Йӗсӗм ҫырли тӗмӗ хӳтлӗхӗнче — ҫав иртнӗ ӗмӗр палӑкӗпе тава кӗрес тенӗ майлах — Викентий тияк тӑрать, аллинче унӑн кӗнеке пур.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗвел ҫӳле ҫӗкленнӗ, унӑн ҫути йӗсӗм ҫырли курланки витӗр мӑнастир картишне ӳкет.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хуҫа кӗреки, яланхи пекех, йӗсӗм курланкисен хӳттинче, кунӗн-ҫӗрӗн чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе юхса выртакан тӑп-тӑрӑ та сивӗ юхан шывпа анкарти ҫумӗнчи ӗмӗр ешӗл самшит йывӑҫӗ хушшинче.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1