Поиск
Шырав ĕçĕ:
йӑшӑлл (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнтӗ Алендеевӑн та, сарлака ҫӑварне кранк! кранк! кранклатакан шур курак пек карса, сехре сиктернӗ, шуйттанӑнни пек вутлӑ симӗс куҫӗпе «Сталина» тӑрӑннӑскерӗн, ҫан-ҫурӑмӗ ҫийӗн сивӗ чупса иртрӗ, ҫӳҫӗ йӑшӑлл! ҫӗкленчӗ, вирелле тӑчӗ, пичӗ шурсах кайрӗ, юн тарнӑ, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗн сӗмӗ сӑрхӑннӑ тути йӳҫекен шурлӑх пек хӑмпӑланкаларӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
— Йӑмрана хурҫӑ пралукран явса тунӑ троспа кӑкӗнчен ҫавӑрса ҫыхрӗ, тракторӗпе майӗпен турттарчӗ те, йӑмра ҫырма тӗпне йӑшӑлл! ҫеҫ анса ларчӗ.
Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.
Ҫапла шухӑшлама ӗлкӗреймест Янтул, ури айӗнчи ҫӗр йӑшӑлл хускалать те, вӑл таҫта шуса анса каять.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Тен, — йӑшӑлл! турӗ пӗчӗк шанчӑк, — Сӑпани вуҫех те тӑшман мар, тен, вӑл та Крапивин ыйтнипе килсе ҫакланнӑ кунта?»
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сехӗрленнипе чӗре хӑлха илтмеллех туклатма тытӑнчӗ, кӗскен кастарнӑ ҫӳҫ йӑшӑлл! турӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Страницы:
- 1