Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑрр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ла-айӑх кӑна ывӑҫласа илнӗччӗ Шӑнкӑрч урпана, аслашшӗ сӑмахне илтсен, ун ывҫинчи тырӑ шыв пек йӑрр юхса тухать кунтӑка: «Мӗнле Сапсайкин ывӑлӗ пирки калать-ши асатте?»

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тимуш Муратов ҫине чӗнмесӗр пӑхса илчӗ те станок умне вырнаҫса ларчӗ, йӑрр! ҫавӑрса ячӗ чухрах арман чулӗ пысӑкӑш йывӑҫ ҫаврашкана.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫав самантра йӑрр! юхса анчӗ ӗнсе тӑрӑх шыв.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, «васкавлӑ пулӑшу» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ хӗреслӗ, шур акӑш пек шурӑ машина Тимӗр Кӗркури пурӑнакан ҫурт умне тӳ-тӳ-тӳ! тӳлетсе, хыпӑнса, вӑрр! вӗҫсе, йӑрр! шуса ҫитсе те тӑчӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кӗҫех куҫӗ ытамӗнчи палӑри-палӑрми тавралӑх, ҫурхи Атӑл пӑрӗ пек тапранса, хумханса илсе тӗпсӗр тинӗс сӗмлӗхӗпе хупланчӗ; пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх ӑшӑ хум, сӑрӑлтатса, йӑрр! юхса саланчӗ; ӑс-тӑнӗ йӗпе-сапаллӑ кӗрхи урапа ҫулӗн ҫӑрӑлчӑкне ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шупка кӗрен хӗвелӗ те, ураланнӑскер, икӗ хӑлхаллӑскер, анӑҫалла ҫул картнӑскер, сайран-сайран «ача вӑййи» те вылять: час-часах капмар, ҫӑмламас юр пӗлӗчӗсем («кӗрӗк арки») хыҫне кӑлтӑркӑлтӑр кусса-кусӑнса пытанкалать, унтан, пӗлӗт уҫҫине йӑрр! юхса тухса, хи-хи-хик пит-куҫлӑн йӑл-ял ҫутӑлса илет те каллех йӑкӑшт йӑмса ҫухалать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шыв тӑкӑнса анаталла йӑрр юхса анать.

Плещется вода, сбегает ручейками с пригорка.

23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней