Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑраланкаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ, кӑлӑк чӑх евӗр, аслашшӗ урисем хушшине йӑраланкаласа кӗрсе ларать те пӑтта сыпса пӑхать.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫак «ӗҫпе» вӑл калама, ҫук пуйса тата ҫав тери мӑнтӑрланса, шыҫмакланса кайнӑ, утасса та аран-аран йӑраланкаласа утнӑ.

На этом деле он несказанно разбогател и так разжирел, что ему трудно было ходить.

Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Таньӑпа Смирнов вара тиртен тунӑ михӗре выртса пыракан ҫынсем ҫунасем ҫинчен йӑраланкаласа тухнине, куҫа йӑмӑхтаракан ҫутӑ ҫинче ним курмасӑр куҫӗсене хӗскелесе пӑхнине курса, ахӑлтатса кулчӗҫ.

Таня и Смирнов хохотали, наблюдая, как седоки мешками выпаливались из саней и жмурились, ничего не различая на резком свете.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шыҫмак Ваҫилейӗ хӑйне хушнӑ ӗҫе тахҫан хӑнӑхнӑ пек йӑраланкаласа хапха уҫрӗ, лашине кӗртсе тӑварчӗ, унтан тухрӗ.

Васьлей Шысьмак и исполнил в считанные минуты, будто всю жизнь занимался этим делом.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унтан, хулпуҫҫийӗсене шӑйӑрттара-шӑйӑрттара, шӑтӑка хӗсӗнкелесе кӗчӗ, юхакан кӑмрӑка аллисемпе тӗрткелесе, ҫӳле аран-аран йӑраланкаласа ҫитрӗ.

Затем, царапая плечи, втиснулся в дыру и, хватаясь руками за осыпающийся уголь, с большим трудом выбрался наверх.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Урапи шывпа чыхӑннӑ пек, ирӗксӗррӗн йӑраланкаласа ҫаврӑнать, айлӑмра вара вӗҫӗмсӗрех чӗриклетекен-халтӑртатакан шав янӑраса тӑрать.

Колесо захлебывалось водой, вращалось нехотя, и сонно-тягучий, мучительно однотонный шум неумолчно разливался по низине.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней