Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмрапа пусӑ ҫумӗнчи ҫамрӑкрах йӑмра пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла кашлаҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗҫех хулӑн пӑр катрамӗ пӳрт умӗнчи тачка вулӑллӑ йӑмрана пырса ҫапӑнчӗ те, йӑмра чӗтренсе илчӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Йӑмрана хурҫӑ пралукран явса тунӑ троспа кӑкӗнчен ҫавӑрса ҫыхрӗ, тракторӗпе майӗпен турттарчӗ те, йӑмра ҫырма тӗпне йӑшӑлл! ҫеҫ анса ларчӗ.
Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.
Шӑрӑх кунсем ҫак икӗ йӑмра сулхӑнне ларса уҫӑлаттӑмӑр, сивӗ ҫил вӗрнӗ чух вӑл йӑмрасем хӳтӗлетчӗҫ.
Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.
Ӑна чӑнкӑ сӑртран анаталла, юханшыв хӗрринелле ларса тухнӑ, хурӑн, йӑмра, пилеш, ҫӗмӗрт ращинче пытанса ларакан тӑван ялӗ ун пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗҫ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хашкать хӑй, йывӑррӑн сывлать тата куҫӗсене хытӑ хӗснӗ май йӑмра тымарӗсем айӗнчен темскер туртса кӑларма тӑрӑшать.Он пыхтит, отдувается и, сильно мигая глазами, старается достать что-то из-под корней ивняка.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Бурмин Мария Гавриловнӑна пӗве патӗнче, йӑмра айӗнче тупнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Атте, асатте — юман, хунав юман — пичче; анне, асанне, аппа — ҫӑка; шӑллӑм — шӗшкӗ, йӑмӑк — йӑмра, хӑва.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
Хам ҫав кукӑрта пурӑнмастӑп пулин те 30 йӑмра лартрӑм.
Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Хурӑн, йӑмра, ҫӑка, ӑвӑс, тирек, вӗрене, акаци турачӗсенчен ҫыхсан аван.Можно заготовить из веток березы, ветлы, липы, осины, тополя, клена, акации.
Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№
5-6 тӗп йӑмра аванах чӗрӗлнӗччӗ, вӗсене силле-силле хӑртса ячӗҫ.
Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11
Хӗрлӗ клевер, пыл курӑкӗ (мелисса), палан чечекӗ, женьшень, йӑмра хуппи ярса вӗретнӗ шывсем те лайӑх.
Юн ҫӑралчӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... bb%d1%87e/
«Йӑмра» пӗрремӗш вырӑна тухрӗ.
Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
«Йӑмра» йӗплени ӑса кӗртнӗ ӑна.
Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Юнашар ӗҫлекен ачасем кула-кулах хӗлле «Йӑмра» хаҫатра тухнӑ кулӑшла заметкӑна — фельетон тенӗччӗ пулас-ха ӑна — аса илчӗҫ.
Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
— Леш «Йӑмра» хаҫатра тухнине, — сӑмах мӗн ҫинчен пынине тавҫӑрса илчӗ Рим та.
Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Юрлатӑр кайӑк-кӗшӗк Чечеклӗ улӑхра, Кашлатӑр каҫӑн-ирӗн Шур хурӑн та йӑмра.
Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
«Йӑмра» ятлӑ вӑл.
Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Тӗрлӗ йывӑҫ лартасчӗ: хурӑн та, йӑмра та, хӑва та.
Элекҫей мучи йӑмрисем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
— Касмалла пулсан касаҫҫех ӗнтӗ, — терӗ Пантелей Петрович, ҫаралса юлнӑ йӑмра тӑррисем ҫине пӑхса.
Элекҫей мучи йӑмрисем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.