Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шыв ҫӗр айӗнчен хӑмпӑланса-пӑкӑртатса ҫӗр айӗнчен ирӗкелле талпӑнать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ялта пурӑнакан халӑх ҫурхи сиплӗ ӑшӑ ҫитсен сӑрт ҫамкисем юртан тасалнине сӑнасах тӑрать: картишӗнчи путек-сурӑха пӗлтӗрхи кивӗ курӑк тунисене кӑшлама та пулин ирӗкелле кӑлармалла.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Нумаях та вӑхӑт иртмест, вут, пӑтӑр-пӑтӑр улӑм пӗрчисемпе хупланнӑ ҫӗр урайпа сарӑлса, пӗтӗм сарай ӑшчиккине ҫулӑхса сырса илет, ҫулӑм йӑлхахӗсем стенасене ҫуллама пуҫлаҫҫӗ, чӗлхисене уҫӑ алӑкпа тулалла, ирӗкелле тӑсма пикенеҫҫӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Тем вӑхӑтчен читлӗхре пурӑннӑ кайӑк евӗр, хӗрарӑм чӗри ирӗкелле вӗҫсе тухрӗ те кӑкӑр туллин юрласа ячӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Аслӑ ывӑлӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ, ав, темӗнле йӗкӗтпе ирӗкелле тапса сикрӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
— Ну, каччӑ, мӗн шутлӑ эсӗ, ирӗкелле таптарас тетӗн е кунтах, хамӑр пата юласшӑн?
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӗсем ялан килте пулмӗҫ, ҫитӗнсен ирӗкелле саланӗҫ.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Нурулла чӗлпӗрне ҫаплах вӗҫертмерӗ, витерен сирпӗнсе тухрӗ, аван мар сӑмахсемпе ятла-ятла, янавара ирӗкелле сӗтӗрчӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл ӗнтӗ чӑннипех ывӑннӑ, унӑн часрах ҫамрӑксем хушшинчен ирӗкелле, хӑйне кӗтнӗ ҫӗрелле тухас килет.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ун романтикла чун-чӗри ирӗкелле, таса та ҫутӑ тӗнче еннелле туртӑннӑ.
Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.
Чунӗ тем пекех ирӗкелле туртрӗ те, Калюков, паллах, пурӗпӗр урама тухса ҫӳремерӗ, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗсене кантӑкран кантӑк патне пыра-пыра кӑна сӑнарӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Аня вӗсене пуҫӗсенчен ачашласа илчӗ те ирӗкелле чупрӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Пуҫне ҫыхнӑ тутӑрӗ унӑн ӗнси хыҫнех хутламланса аннӑ та, халӗ, ҫил варкӑшӗнче, серепене ҫакланнӑ кайӑк чӗппи евӗр тек, ирӗкелле туртӑнать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӗре кӑкӑрта тӑлт! тӑлт! тапать, ирӗкелле туртӑнать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Тимӗр коробкӑран ирӗкелле, сывлӑшалла тухатпӑр.
Юлашкинчен калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кун пек лаша ҫурӑмне ватма пулать! — хыттӑн каларӗ вӑл, Гнедока ирӗкелле янӑ май хыҫӗнчен пӑхса юлса.Так спину коню можно натереть! — строго сказал он, отпуская Гнедка и глядя ему вслед.
56 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Эпӗ сухаллӑ фельдфебеле хам пата пырса ҫитнӗ курсант аллине патӑм та сарай ӑшне тӗттӗмелле персе: — Пӑшалусене пӑрахӑр, ирӗкелле тухӑр, вара вӗлерместпӗр, — тесе кӑшкӑратӑп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Тӳсеймен чун — ирӗкелле туртӑнать — ҫапла-и, хӗрӗм?
«Шурӑ патак» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вакӑ хӗррисем симӗсрех тӗслӗ пулнӑ, тӗксӗмрех шыв чӗрӗ шыв пекех хумханкаласа, хусканса, юхса ирӗкелле тухнӑ, унтан каллех пӑр айӗнче ҫухалнӑ, хӑйӗн вӑрӑм ҫулӗпе шӑнкӑртатса кайнӑ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн чунӗ вут пек хыпса илнӗ чухне те, пусӑрӑнса лӑпланнӑ вӑхӑтра та тӑр-пӗччен пулнӑ; вӑл читлӗхри кайӑк евӗр пӑлтӑртатнӑ, анчах читлӗхӗ пулман: никам та чӑрмантарман ӑна, никам та тытса чарман, апла пулсан та, вӑл ирӗкелле туртӑнса асапланнӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
- 1
- 2