Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ мӗн кӑсӑклантарать те тӗлӗнтерет мана, ун ҫине пӑхма йӗрӗнмелле, нимӗн те илӗртекенни ҫук ун ҫумӗнче, сӑнсӑр Узин.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Апла пулин те, тем илӗртекенни те пур ку ҫанталӑкра та.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Чуна илӗртекенни пур унӑн: ҫинҫерех пӳ-силлӗ, хуп-хура куҫлӑ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Юлашки вӑхӑтра ытла та пысӑкланнӑ вӑл, тӗлӗнмелле чиперленнӗ — кашни утӑмра тенӗ пекех куҫа илӗртекенни тупӑнать, ӑмсанатӑп эп унта пурӑнакансене.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Халӗ илӗртекенни нумай пулӗ.
50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Начарланакан Йӗкӗрешсене ҫӑмӑлах мар: таврара илӗртекенни нумай.Худеющим Близнецам в это время придется несладко: слишком много соблазнов окажется вокруг.
19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Урӑхран нимех те ҫук кунта куҫа илӗртекенни, ҫавӑнпа Антун кунта пит пӑхсах та лармарӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Вӑт, сана ҫылӑх тума илӗртекенни тупӑнсах пырать, — терӗ Катя Любӑна, пӳлӗме кӗрсен.— Вот, тебе все искушение, — сказала Катенька, входя в комнату и обращаясь к Любочке.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана мӗнле те пулин чуна илӗртекенни, юрату ҫинчен ҫырни пулсан лайӑхрахчӗ те…
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1