Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

еркӗн сăмах пирĕн базăра пур.
еркӗн (тĕпĕ: еркӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн еркӗнӗр, — паҫӑрхинче Анна Петровна унталла-кунталла пӑркаланса калаҫрӗ, халӗ ӗнтӗ нимӗн те пӑркаланма кирлӗ мар: тӑшман ӑна ҫӗнтерес ҫук, унран ҫӗнтерӳ хатӗрне туртса илнӗ ӗнтӗ, — сирӗн еркӗнӗр, — ан хирӗҫлӗр, Михаил Иваныч, вӑл сирӗн еркӗн пулни ҫинчен эсир хӑвӑр та ӑҫта ҫитнӗ унта каласа ҫӳренӗ, — ҫак хӗр вӑл чаплӑ ҫын хӗрӗ мар, ӑна питӗ начар вӗрентсе ӳстернӗ, хӑйне те вӑл питӗ начар тыткалать, — ҫак йӗрӗнчӗк хӗр…

Ваша любовница, — в прежнем разговоре Анна Петровна лавировала, теперь уж нечего было лавировать: у неприятеля отнято средство победить ее, — ваша любовница, — не возражайте, Михаил Иваныч, вы сами повсюду разглашали, что она ваша любовница, — это существо низкого происхождения, низкого воспитания, низкого поведения, даже это презренное существо…

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сторешников ҫамрӑк пуян ҫынсем пуян мар, анчах та хитре хӗрсене хӑйсем валли еркӗн тума илеҫҫӗ тенине илтнӗ те, курнӑ та, — ҫавӑнпа вӑл Верочкӑна хӑй еркӗне тухма тӑрӑшрӗ, тепӗр сӑмах — «авланма юрать» тенине илтрӗ те вӑл, унччен «еркӗн» тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ пек, «арӑм» тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ.

Сторешников слышал и видел, что богатые молодые люди приобретают себе хорошеньких небогатых девушек в любовницы, — ну, он и добивался сделать Верочку своею любовницею: другого слова не приходило ему в голову; услышал он другое слово: «можно жениться», — ну, и стал думать на тему «жена», как прежде думал на тему «любовница».

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Е — сӑмахран: «арҫын килӗнчи еркӗн хӗрарӑм» тата ахаль «еркӗн».

Или, например: «наложница» и «любовница».

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑн тахҫантанпах яланхи еркӗнӗ пулнӑ пулмалла; вӑл еркӗн Мускав ҫынни, хӗр-юрӑҫсен хорӗ тытаканскер, самӑр, пыл пек саслӑ, хӗмленсе тӑракан куҫлӑ хӗрарӑм пулнӑ.

У него была, видимо, постоянная и давняя любовница, москвичка, содержавшая хор певиц, дородная, вальяжная женщина с медовым голосом и лучистыми глазами.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫур акта Марья Николаевна чӑтӑмлӑн итлесе ларчӗ, анчах пӗрремӗш еркӗн хӑйӗн хӗрарӑмӗ урӑх ҫынпа ҫӳреме пуҫланине пӗлсен (ун ҫинче «буфсемлӗ» тата плис ҫухаллӑ хӑмӑр сюртук, перламутр тӳмеллӗ йӑрӑм-йӑрӑм жилет, — симӗс панталонсем тата шурӑ сӑран перчеткесем), ҫак еркӗн чышкисене кӑкӑрӗ ҫине тытса, чавсисене шӗвӗр кӗтес пек малалла туса, чӑн-чӑн йытӑ пек уласа ярсан — Марья Николаевна чӑтаймарӗ.

Марья Николаевна терпеливо выслушала половину акта, но когда первый любовник, узнав об измене своей возлюбленной (одет он был в коричневый сюртук с «бушами» и плисовым воротником, полосатый жилет с перламутровыми пуговицами, зеленые панталоны со штрипками из лакированной кожи и белые замшевые перчатки), когда этот любовник, уперев оба кулака в грудь и оттопырив локти вперед, под острым углом, завыл уже прямо по-собачьи — Марья Николаевна не выдержала.

XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Еркӗн те еркӗн, тетӗн.

Полюбовница да полюбовница!

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗррехинче, — Вера Павловна ун чухне пӗчӗк пулнӑ-ха: ҫитӗннӗ хӗрӗ умӗнче Марья Алексевна ун пек туман пулӗччӗ, ун чухне мӗншӗн тӑвас мар-ха ӗнтӗ? — пӗчӗк ача ӑнланмасть вӗт! — чӑнах та, Верочка хӑй тӗллӗн ӑнланайми пулӗччӗ те, тавтапуҫ, кухарка питӗ тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кухарка та ӑнлантармӗччӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк ачана ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, анчах еркӗнпе ҫӳренӗшӗн ӑна Марья Алексевна пӗрре питӗ хытӑ хӗненӗ те, чунӗ чӑтайманнипе каласа памалла пулнӑ (тепӗр тесен, Матрена яланах шыҫмак куҫпа ҫӳренӗ, Марья Алексевна аллинчен мар, еркӗн аллинчен, — ку вара лайӑх та, мӗншӗн тесен шыҫмак куҫлӑ кухарка тытма йӳнӗрех-ҫке-ха).

Однажды, — Вера Павловна была еще тогда маленькая: при взрослой дочери Марья Алексевна не стала бы делать этого, а тогда почему было не сделать? — ребенок ведь не понимает! — и точно, сама Верочка не поняла бы, да, спасибо, кухарка растолковала очень вразумительно; да и кухарка не стала бы толковать, потому что дитяти этого знать не следует, но так уже случилось, что душа не стерпела после одной из сильных потасовок от Марьи Алексевны за гульбу с любовником (впрочем, глаз у Матрены был всегда подбитый, не от Марьи Алексевны, а от любовника, — а это и хорошо, потому что кухарка с подбитым глазом дешевле).

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку хӑямат сан еркӗн пулнӑ-ҫке тесе тавҫӑрса илтӗм те пӑрахса кайрӑм.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Санӑн еркӗн пуррине пӗлнӗ пулсан-и?..

Помоги переводом

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗри — еркӗн, тепри упӑшка тупрӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӗн ҫемйине пӑрахман-ха — хайхи ҫамрӑк хӗрарӑм уншӑн еркӗн кӑна пулнӑ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Еркӗн» историллӗ пулӑма тӗпе хурса ҫырнӑ поэма шутланать.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Еркӗн» историллӗ поэмӑ-и?

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Еркӗн» поэма, хӑш-пӗр литература тӗпчевҫисем ҫырнӑ тӑрӑх, тӗрлӗ класссен хушшинчи кӗрешӗве аванах уҫса паман пулин те топонимикӑсене тӗпчемешкӗн питӗ паха материал.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Еркӗн» поэма топонимсене асӑнас тӗлӗшпе чӑн та питӗ пуян.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Еркӗн» поэмӑна ҫырнӑ май Николай Шупуҫҫынни ҫавӑн пекех сноскӑсем сахал мар ҫырса хӑварнӑ.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Еркӗн» поэмӑра вара темиҫе сыпӑкри ӗҫ-пуҫ шӑп та лӑп Сухатире пулса иртет.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Еркӗн» поэма ҫине эп хам Сухати пирки шыранӑ май тӑрӑнтӑм.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Еркӗн» поэма пирки

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ҫапла вара «америкӑна» эпӗ нумай пулмасть кӑна «уҫрӑм» — «Еркӗн» поэма пуррине пӗлтӗм.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней