Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

евӗрри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлместӗп, тен, Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш шкулӗнче ҫеҫ пуль Кронид Евграфович евӗрри, анчах та ӑсран кӑптӑртаттарса кӑларман вӗт-ха эпир ҫав ҫынна, акӑ, вал пур, ҫӳрет пирӗн хушшӑмӑрта, кун ҫутипе, хӗвел ӑшшипе савӑнать, чӑрмантарать ярт-ярт пусса утма, кансӗрлет… — чарӑнчӗ Андрей Васильевич урай варрине, шухӑша путнӑ лек пулса тӑчӗ, каллех Кузьма Афанасьевичпа ҫумлӑн пырса ларчӗ.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пуҫланасса та вӑл йӑсӑл-йӑсӑл ҫумӑрла мар, шатӑр-шатӑр аслатилле пуҫланчӗ те, аҫа ҫапса ҫунтарасла шалт! кӗллентерсе пӑрахрӗ халиччен ун евӗрри нимӗн те тӗкӗнсе курман хӗр чӗрине.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Енчен те, калӑпӑр, сӑвӑ вуланӑ чухне е премьерӑра, е вернисажра — турӑ ан хуштӑр! — пӗр-пӗр пӑтӑрмах евӗрри пулнӑ-тӑк, урӑх нимӗн те кирлӗ мар, салон ҫумӑр хыҫҫӑнхи ҫурхи курӑк пек хускалса чӗрӗлет: хӗрсех пӗри тепӗрне ӑнлантарать, пӗри тепӗрне пӳлет, сӑмах ҫумне сӑмах, элек ҫумне элек хушӑнать.

А уж если, не дай бог, какой-нибудь скандальчик — ну хотя бы самый маленький — при чтении стихов, на премьере или на вернисаже выходил, — ах, какое оживление наступало тогда в салоне, с каким пылом и жаром обсуждалось не только само событие, но и все, что, подобно снежному кому, успевало нарастать вокруг него.

14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней