Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ача шухӑшӗпе пӗр пулса, ҫӑл куҫ та «тек ун пекки пулмӗ» тенӗ пекех варкӑш ҫил кӑларса ача ҫӳҫӗсене вӗҫтеркелесе илчӗ.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Улӑх лапинче, пурҫӑн мурккаллӑ ука ҫӳҫине кӑшт ҫеҫ вӗҫтеркелесе, кукуруза кӑшӑлтатать.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ула Тимӗрпе Полина никам та йышӑнман пӗр таптаса хӑйӑрлӑ вырӑна ҫитрӗҫ те васкамасӑр хывӑнчӗҫ, купальниксемпе ҫеҫ юлса, кӗрӗ кӑмӑлпа, сӑмах вӗҫтеркелесе, шӳтлекелесе-кулкаласа, типӗ хӑйӑр ҫине пӗр-пӗрне хирӗҫле лашт! ӳпне тӑсӑлса выртрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑслӑн-тӑнлӑн тухма пулӑшнӑ «иккӗмӗш ашшӗ-амӑшӗсене» тав туса, шкулпа сывпуллашса, каччӑсемпе хӗрсем, хӑйсем пӗве кӗрсе ҫитнине палӑртакан докуменчӗсене чӗре ҫывӑхне тытса, тӗркӗлтетсе, какӑлтатса шавласа (нумайӑшӗ мӑшӑррӑн-мӑшӑррӑн, алран алӑ тытӑнса, алла-аллӑн ҫавтӑнса) кӑмӑлӗсене вӗҫтеркелесе, юлташла та туслӑн шӳтлесе-кулса, чун кӗлекен апла-капла сӑмах ваклакаласа, урама тухрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пусӑран анса ҫитсен, Ҫтенкке арманне каякан ҫул ҫине тухрӑм, ҫемҫе вӗри тусана ҫара урасемпе вӗҫтеркелесе, ҫав ҫулпа кайрӑм.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӗрарӑм кухньӑна кӗчӗ, пукан ҫине ларчӗ, пальто тӳмисене вӗҫертсе ячӗ те, мӑн тутӑрӗн вӗҫне вӗҫтеркелесе, йӗри-тавра пӑхса илчӗ.
9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхатӑр эсир, хисеплӗ инженер-механик? — тесе ыйтнӑ вӑл кӗрен хут татӑкне вӗҫтеркелесе.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
- 1