Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗлт сăмах пирĕн базăра пур.
вӗлт (тĕпĕ: вӗлт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлте илме пӗшкӗннӗ май вӗлт пӑхать те Елькка Матви еннелле куҫӗпе вӗлт салам ярать, вӗлт йӑтать те кӗлтине — вӗлт салам ярать; тути хӑйӗн, тута хушшине хурас чӑп-чӑмӑр ҫӗр ҫырлилле, пӑхмассерен йӑл-л ирӗлет, пӑхмассерен йӑл-л ирӗлет…

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ялсем вӗлт те вӗлт иртсе юлаҫҫӗ.

Мелькают селения.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Аякра та мар поездсем ыткӑнса иртеҫҫӗ, чугун ҫул хӗрринчи йывӑҫсем хушшинче вӗлт! вӗлт! ҫуталаҫҫӗ вагонсен чӳречисем.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Вӗлт те вӗлт иртсе юлаҫҫӗ хула урамӗсем.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Йывӑҫсем вӗлт! те вӗлт! анчах тӑра-тӑра юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вӗлт те вӗлт! илсе пӑрахать ӑна кӗрепле, ывӑтать вырнӑ хӑмӑл ҫине.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫапах хӑй мӑшӑрӗ ҫумӗнчен каймарӗ, ӑна куҫран ӑшшӑн-ӑшшӑн вӗлт те вӗлт пӑха-пӑха илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫ умӗнчен — чугун ҫул будки, урапа ҫине лартнӑ пичӗке, кӑкарса хунӑ шурӑ качака — хӑранипе тарасшӑн туртӑнса кантӑрине карӑнтарнӑскер — вӗлт те вӗлт иртсе юлаҫҫӗ.

Проплыла железнодорожная будка, бочка на телеге, белая коза, со страхом потянувшая веревку прикола.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Курганов ун ҫумӗнче кукленсе урисене сылтӑма-сулахая вӗлт те вӗлт ывӑтса пынӑ.

А Курганов возле нее так и выбрасывал из-под себя ноги вправо да влево.

III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫул юсама татса хатӗрленӗ шап-шурӑ йывӑҫ куписем вӗлт те вӗлт ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ.

Вдоль дороги мелькали белые кучи щебня, приготовленные для ремонта шоссе.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Каллех вӗлт те вӗлт сӗлӗ кӗлти ҫӳлелле, ух та ух молотилка хырӑмӗ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юрланнӑ ҫынсем ним чӗнмесӗр магазин алӑкӗ ҫумӗпе вӗлт те вӗлт ирте-ирте каяҫҫӗ, — вӗсем такама пытарма, ҫӑва ҫине ӑсатса яма тухнӑ пек, анчах тупӑкне илсе тухнӑ ҫӗре ӗлкӗреймен те халь хӑваласа ҫитесшӗн васканӑ пек туйӑнать.

Снежные люди молча мелькают мимо двери магазина, — кажется, что они кого-то хоронят, провожают на кладбище, но опоздали к выносу и торопятся догнать гроб.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Гвозден такам аллинчен автомат туртса илчӗ те вӗлт те вӗлт чупакан болгарсем хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Выхватив у кого-то из рук пулемет, Гвозден бежал впереди и с ожесточением косил вражеские ряды, болгар охватила паника.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тӗттӗм коридорсем, картлаҫсем вӗлт те вӗлт ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ.

Промелькнули темные коридоры, лестницы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Часах, ак, Сарӑ кун ҫӗршывне персе ҫитетпӗр, — пакша пек вӗлт те вӗлт пӑрӑна-пӑрӑна чупать вӑрман ҫулӗ грузовик умӗн.

Здесь путь короче, — дорога петляла впереди, как белка в ветвях.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫулӑн икӗ айккипе тирпейлӗн лартса тухнӑ лӑс-лӑс хурӑн ӗречӗсем, лӗм ҫилпе пӑшӑл-пӑшӑл туса, вӗлт те вӗлт ирте-ирте юлаҫҫӗ.

Проносились верстовыми вешками по обочинам дороги белоствольные березы.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кантӑксем ҫутала-ҫутала кайнӑ, сӳне-сӳне ларнӑ, кантӑк речӗсем умран та вӗҫсе иртнӗ, унта такам кӗлеткисем, такам пуҫӗсем, аран-аран курӑнакан пичӗсем вӗлт те вӗлт туса ирте-ирте кайнӑ.

Окна вспыхивали и угасали, наконец, ряды окон пролетали мимо, и в них мелькали, проносились и исчезали чьи-то фигуры, чьи-то головы, чьи-то едва видные лица…

XII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Арҫын ачасем, тӗмсем хушшисене вӗлт те вӗлт кӗре-кӗре каяҫҫӗ: кӑмпа пуҫтараҫҫӗ, пиҫӗ хулӑсем хуҫаҫҫӗ, йыт ҫырлин йӑмӑх хӗрлӗ ҫупкамӗсене тата-тата илеҫҫӗ.

Мальчишки шныряли по кустам, подбирая грибы, выламывая хлыстики и общипывая грозди ярко-красных волчьих ягод.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Ҫуртсем, троллейбуссем, ҫуран ҫынсем вӗлт те вӗлт! кӑна тӑрса юлаҫҫӗ.

Мимо с огромной скоростью проносились дома, троллейбусы, прохожие.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫамрӑк чӑрӑшсем хушшинчен, вӗлт те вӗлт туса, кокардӑллӑ карттус курӑнчӗ.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней