Поиск
Шырав ĕçĕ:
вӑнн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лерен ҫав ҫулпа хирӗҫле «КамАЗ» виркӗнсе, ҫӗмӗрттерсе килнине курсан, пӗрне-пӗри «ҫамкасемпех» тӑрӑслаттарас юнава сирсе ярас тесе-ши, сасартӑк темӗскерле-масарлӑ хиврен сулахаялла вӑнн! пӑрӑнчӗ те, бордюра вӑлтӑрт-валтӑрт йӑвантарса, хӑйӗн мӗнпур сулмакӗпе кӗпер карлӑкне пырса тӑрслаттарчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Иллюминатортан куратӑп: пирӗн «хурҫӑ ӑмӑрткайӑк» тавра пӗлӗт ластӑкӗсем йӑр-яр тӑскаланса е вӑнн! вӑнн! вӑльтьӑртатса хыҫа юлаҫҫӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Хуран айӗнчен, таҫти тӗпсӗрлӗхрен (ҫичӗ ҫӗр миннинчен пуль?), йӗри-таврах акӑш-макӑш ҫунакан вут ҫулӑмӗсем, вӗсен йӑлхахӗсем пал та пал палкаса-явӑнса, виркӗнсе те сирпӗнсе, карласа та ҫатӑртатса хӑпараҫҫӗ те пӗлӗтелле вӑнн! вӑнн! вайкӑнса, кӑраланса тӑсӑлаҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Комбайн ҫапнӑ улӑма вӑнн та вӑнн кӑларса ывӑтать.Комбайн, врезаясь в гущу колосьев, с тарахтением выбрасывал обмолоченную солому.
20 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Страницы:
- 1