Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

витӗркуранӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Юрӑҫӑсем, Асаф ывӑлӗсем, — Давид, Асаф, Еман тата патшанӑн витӗркуранӗ Идифун вӗрентнӗ пек — хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ; хапха хуралҫисем те хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ: левитсем, вӗсен тӑванӗсем, вӗсене мӗн кирлине хатӗрленӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен ӗҫ вырӑнӗнчен нимӗншӗн те каймалла пулман.

15. И певцы, сыновья Асафовы, оставались на местах своих, по установлению Давида и Асафа, и Емана и Идифуна, прозорливца царского, и привратники у каждых ворот: не для чего было им отходить от служения своего, так как братья их левиты готовили для них.

2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Вара Давид вӗрентнӗ пек, патшанӑн витӗркуранӗ Гад тата Нафан пророк каланӑ пек, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне левитсене кимвалсемпе, псалтирьсемпе тата цитрӑсемпе тӑратнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ ҫавӑн пек йӗрке панӑ.

25. И поставил он левитов в доме Господнем с кимвалами, псалтирями и цитрами, по уставу Давида и Гада, прозорливца царева, и Нафана пророка, так как от Господа был устав этот чрез пророков Его.

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Кусем пурте — Еман ывӑлӗсем; Еман вӑл патшанӑн витӗркуранӗ пулнӑ, унӑн мӑйраки Турӑ сӑмахӗпе ҫӗкленнӗ: Турӑ ӑна вунтӑватӑ ывӑлпа виҫӗ хӗр панӑ.

5. Все эти сыновья Емана, прозорливца царского, по словам Божиим, чтобы возвышать славу его. И дал Бог Еману четырнадцать сыновей и трех дочерей.

1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Самуил вара Саула ҫапла хуравласа каланӑ: витӗркуранӗ эпӗ вӑл, ман умран сӑрт ҫине ут; эсир паян манпа пӗрле апатланӑр, сана ирхине кӑларса ярӑп, хӑвӑн чӗрӳнте мӗн пуррине сана йӑлтах каласа парӑп; 20. виҫӗ кун маларах ҫухалнӑ ама ашакусем пирки ан пӑшӑрхан, вӗсем тупӑннӑ.

19. И отвечал Самуил Саулу, и сказал: я прозорливец, иди впереди меня на высоту; и вы будете обедать со мною сегодня, и отпущу тебя утром, и все, что у тебя на сердце, скажу тебе; 20. а об ослицах, которые у тебя пропали уже три дня, не заботься; они нашлись.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней