Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

витӗмлӗн сăмах пирĕн базăра пур.
витӗмлӗн (тĕпĕ: витӗмлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна «Звениговский» агрохолдинг опычӗ хӑех витӗмлӗн ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Йышпа ҫӗнӗ ҫурт-йӗр тӑвасси те, пурнӑҫа аталантарасси те ӑнӑҫлӑрах пулса пынине витӗмлӗн кӑтартрӗҫ уяв тӳремӗнче.

Помоги переводом

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Учитель лӑпкӑн та витӗмлӗн калани халь те хӑлхаран тухмасть:

Помоги переводом

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Тӑван ҫӗршыв хӑватне витӗмлӗн кӑтартакан, унӑн тӑнӑҫ пурнӑҫӗпе хаваслӑ ӗҫне-хӗлне шанчӑклӑн хураллакан ракета пиншер те пиншер ҫухрӑмри «тӑшман объектне» шӑп та лап «ҫамкаран» лектерет.

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эпир пурте пӗр шухӑшлӑ пулнине, суйлава яваплӑн хутшӑннине витӗмлӗн кӑтартса парассине тата пиртен кашниех суйлав участокне ҫитсе килессине шанса тӑратӑп.

Уверен, что мы продемонстрируем сплоченность, проявим ответственное отношение к выборам и все придем на избирательные участки.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пурнӑҫланӑ ӗҫсен тӗрӗслӗхне ҫамрӑк вӗрентекенсен тӳпи 12 процентран пуҫласа 18 процент таран ӳсни те витӗмлӗн ҫирӗплетет.

Правильность реализованных действий подтверждается ростом доли молодых педагогов с 12 до 18 процентов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫакна шкулсенче ӑслӑлӑх обществисем туса хуни те витӗмлӗн ҫирӗплетет, вӗсем ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене шкулти преподавательсем ертсе пынипе ҫеҫ мар, аслӑ шкулсен сотрудникӗсем ертсе пынипе те тухӑҫлӑ ӗҫлекен ушкӑна пӗрлештереҫҫӗ.

Подтверждение тому - создание школьных научных обществ, которые объединяют юных исследователей под руководством не только школьных преподавателей, но и сотрудников вузов.

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/02/08/oleg- ... skoj-nauki

Вӗсенче кашнинчех художница ҫутҫанталӑк илемне, этем аллипе тӑвакан пурнӑҫ ырлӑхне витӗмлӗн сӑнласа парать.

Помоги переводом

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Радиовещанипе телевиденири партин подручнӑйӗсем хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ: хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӑн, вӑйлӑ рупӑрӑн, «хутсӑр тата инҫете ҫитекен хаҫатӑн» тата сенкер экранӑн пысӑк майӗсемпе усӑ курса, пӗтӗм пултарулӑхпа ӗҫ ҫыннисене коммунизм строительствинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантармалла, хальхи вӑхӑтри геройсен ӗҫӗпе пурнӑҫне уҫӑмлӑн та витӗмлӗн кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва коммунизм патне ҫывхартма пулӑшса пымалла, халӑх ырлӑхӗшӗн парти хушнӑ тата чӗре сӗннӗ пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Поэма вӑл суйласа илнӗ сюжет тӑрӑх пӗр-пӗр тапхӑра витӗмлӗн кӑтартакан, ӑна ҫеҫ тивӗҫлӗ формӑпа ӑста сӑвӑласа ҫырнӑ илемлӗ произведени иккенне пирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫсем асра тытмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Эсир йӑнӑшатӑр, — полици чиновникне витӗмлӗн хуравларӗ Ваҫли.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак савӑнӑҫлӑ кун сирӗн ӗҫченлӗхӗрпе тӑрӑшулӑхӑра тата эсир хӑвӑр тивӗҫе чунтан парӑннине витӗмлӗн сӑнарлать.

Помоги переводом

Олег Николаев Ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/10/08/oleg- ... nika-seljs

Палюков вӗсене фермӑри ӗҫсем ҫинчен кӗскен те витӗмлӗн каласа пачӗ.

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑлккӑвӑ пулмалла — тӗре Нихватти хуллен те витӗмлӗн.

Помоги переводом

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Авал хӗн-асап тӳснӗ чӑвашсем ирӗккӗн сывласа янине, хресченсем пӗрлешӳллӗ ӗҫре тулли пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннине, ҫынсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ те, ӑсӗ-тӑнӗ те улшӑнса ҫӗнелнине витӗмлӗн сӑнласа кӑтартнӑ автор.

Помоги переводом

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Автор ҫак пысӑках мар поэмӑра паянхи ҫамрӑксен ӗҫне-хӗлне, ытларах вӗсен социалла, гражданла тавра-курӑмне тӗрӗс те витӗмлӗн кӑтартать, вӗсем пурнӑҫа, ҫынсене юратнине, паянхи йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнманнипе, аван сӑнлать.

Помоги переводом

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех прозаик халӑхсем хушшинчи интернациллӗ туслӑхӑн вӑйне те витӗмлӗн кӑтартса пама пултарнӑ.

Помоги переводом

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ҫав тӗп шухӑша уҫса кӑтартасси, коммунизм тӑвакан ҫыннӑн чаплӑ енӗсене витӗмлӗн те илемлӗн сӑнласа парасси — пирӗн литературӑпа искусствӑн пархатарлӑ задачи.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Парти съезчӗн докуменчӗсенче, Н.С. Хрущев тунӑ докладсенче пирӗн ҫӗршыв ӗлӗкхи саманара хӑлтӑр-халтӑр урапа, сухапуҫӗпе кӗнчелеҫҫи ҫӗр-шывӗ пулнӑ пулсан, халӗ вӑл тӗнчери чи малта пыракан техникӑн, хӑватлӑ станоксемпе тӗп-тӗрӗс ӗҫлекен приборсен, автоматла линисен, электронсен вӑйӗпе шутлакан машинӑсемпе тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе ямалли чаплӑ карапсен ҫӗршывӗ пулса тӑнине уҫҫӑн та витӗмлӗн кӑтартса панӑ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Апла пулсан, вӑл ҫынсен туйӑмӗн, шухӑш-кӑмӑлӗн пуян улшӑнӑвӗсене тарӑннӑн та витӗмлӗн питӗ ӑста тытса пыма пултарнӑ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней