Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

васкаҫҫӗ (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫалӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вырмана тухма васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вырма вӑй илет // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/26/%d0%b2%d1%8 ... %b5%d1%82/

Люцерна уйӗнчен тулли тиенӗ КАМАЗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри, МТФ-ри сенаж шӑтӑкне васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Сенаж — траншейсенче, утӑ — рулонсене // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ne-3848969

Михайловка ялӗнчи Культура ҫуртӗнче маскировка сеткисем тӑвас ӗҫ малалла пырать, пирӗн ӗҫченсем ирех килти ӗҫӗсене туса пӗтереҫҫӗ те клуба яваплӑ миссие пурнӑҫлама васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ирех клуба яваплӑ миссие пурнӑҫлама васкаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ka-3815614

Йӗпеннипе шӑннӑ ҫынсем типӗ тум тӑхӑнма васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ыттисем пурте хире васкаҫҫӗ; туя тытнисем те, ӗҫе тухма ҫул ҫитеймен ача-пӑча та.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫапла районти аграрисем хура кӗрччен уй-хир тухӑҫне пухса илме васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Пирӗн Вӑрмар округӗн халӑхӗ патне васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ ҫитмелле пулсан ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗн Канашри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн подстанцийӗн Вӑрмарти вӑхӑтлӑх вырнаҫмалли пунктӗнчи сотрудникӗсем васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Чаплӑ купӑста туянас текенсем ҫак паха пахча-ҫимӗҫе пасарта е лавккара шыраса ҫӳремеҫҫӗ, тӳрех Сиккасси салинче ӗҫлесе пурӑнакан Олег Шпаков фермер патне васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑҫал та вунӑ гектартан кая мар лартӗҫ // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%baac% ... 0%d1%82ec/

Тӳпере ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе ҫаврӑнаҫҫӗ те пирӗн пӑрахут хыҫне пырса выртаҫҫӗ, пирӗн пекех анаталла васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ҫынсем ӗҫе васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗнмеҫҫӗ аппасем, пӗр сӑмахсӑр ӗҫлеҫҫӗ, васкаҫҫӗ, ҫапах чӗре вырӑнта мар — хӗвелӗ те анать, ҫумӑрӗ те хупӑрласа килет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурте васкаҫҫӗ, анчах ҫуйхашмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрла иртсе анакан пӑрахута ӗлкӗрме васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗкӗтсем вара, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, хӑйсене килӗшекен хӗрсене киле ӑсатма васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пӗрисем — билет туянма, теприсем кӗҫ-вӗҫ тапранса каякан автобус патне васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пуриншӗн те шанчӑклӑ хытӑ ҫӗр ҫинче хӗре никам та асӑрхамарӗ, ҫынсем кашни хӑй ӗҫӗпе тӑрмашаҫҫӗ, таҫта васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Таврара малтанхиллех ӗҫ вӗрет, аялта автомашинӑсем кӑшкӑртаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен иртсе таҫта васкаҫҫӗ, сывлӑш вӑйӗпе ӗҫлекен мӑлатук бетон юпана тӳнклеттерет-кӗрлет, Иринӑран вунӑ-вун икӗ метрта ларакан ҫӗклекен кранӑн кантӑк кабининче шурӑ катанпир ҫинче кӑвак чечеклӗ блузкӑллӑ хӗр рычаксене куҫаркалать, кран стрелин мӗлки таҫта васканӑн колонна ҫинчен колонна ҫине кусать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӑрахутсем пӗрисем — тӑвалла, теприсем анаталла васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Урампа троллейбуссем, автобуссем, ҫӑмӑл автомашинӑсемпе груз тиенисем пӗрне пӗри хӑваланӑн васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней