Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

варкӑштаркаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Санӑн, Авдеич, ҫамрӑксене ху Санкт-Петербургра разбойника епле тытни ҫинчен каласа кӑтартасчӗ луччӗ, — канаш пачӗ ӑна Мирон Григорьевич, тӑлӑпӗн аркине варкӑштаркаласа хускатнӑ чӳрече ани ҫинчен анса.

— Ты, Авдеич, лучше рассказал бы молодым, как ты в Санкт-Петербурге разбойника споймал, — предложил Мирон Григорьевич и слез с подоконника, запахивая тулуп.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑмӑр-кӑвак пӗлӗт татӑкӗсен ҫӑрах мар картлӑ-картлӑ капланчӑкӗ хӗвеле карса илнӗ, анчах ҫапах та сывлӑш халран ямалла пӑчӑ, картиш варринчи кӗл купи ӑшне чӑмса кӗнӗ ҫерҫисем те пулин, кӗске мӑйӗсене тӑсса, саркаласа пӑрахнӑ пӗчӗкҫеҫ ҫунаттисене сайра хутра вӑр-вӑр варкӑштаркаласа, пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ.

Негустая ступенчатая грядина лиловых облачков застилала солнце, но, несмотря на это, в воздухе висела такая томящая духота, что даже воробьи, купавшиеся посреди двора в куче золы, лежали недвижно, вытянув шейки, изредка трепыхая крохотными веерками распущенных крылышек.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней