Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ачашлакаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мукин Вӗҫелиса кӑштах ачашлакаласа тӑнӑ хыҫҫӑн тӗттӗм коридора илсе тухрӗ те стена ҫумне тӗршӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тавралӑха куҫ шуррипе ҫутӑлтарса Ула Тимӗр куҫне малтан Турӑ ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан ӑна сылтӑмалла ывӑтрӗ те курах кайрӗ: вупкӑнпа юнашар, Ула Тимӗре тӑп-тӑрӑ ӑшӑ куҫӗпе ачашлакаласа, ҫемҫен кулкаласа, пуҫне ҫурмаран ҫеҫ хуплакан, хулпуҫҫийӗсене витсе ҫурӑмӗ хыҫнелле анакан, аркисенче шурӑ роза ҫеҫки пекскер хытса тӑракан венчет ҫи-пуҫӗ — витӗрех курӑнакан шурӑ пурҫӑн фата-пӗркенчӗк — тӑхӑннӑ, ҫунӑ пыл ҫинчи куҫа йӑмӑхтарса ӗмекен ҫиҫкӗн пек чечен, тӑпӑл-тӑпӑл пӳллӗ хӗр тӑрать — Полина!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑн пек авӑксенче Ула Тимӗр Полинӑна ӑнсӑртран тенӗ пек (тӗрӗссипе юриех) е сӗртӗнкелесе-тӗкӗнкелесе, е хулпуҫҫийӗнчен «ачашлакаласа» илчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ ӑна ачашлакаласа, урине ҫӑка хуппипе ҫыхрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй патне чупса пынӑ сӑнчӑрти Чикана пуҫӗнчен ачашлакаласа илчӗ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович кӗсйинчен пӗр шкалик коньяк кӑларчӗ, урхамахне ачашлакаласа, йӑлтах ӗҫтерсе ячӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аспарӑн ытти юлташӗсем хӑрамасӑрах ҫывхараҫҫӗ, кашкӑра хӑлхинчен ачашлакаласа илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ӳт-тирӗ пурҫӑн пек! — терӗ Вандюков, Буяна майӗпен ачашлакаласа.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыйткаласа ҫӳрекенсене курсан — ҫисех ярать вара, йӗксӗк, — терӗ Хӗветӗр, Палкана пуҫӗнчен ачашлакаласа.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Уйрӑлма вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ, — ӑнлантарать ӑна Владимир Ильич, ачашлакаласа.

— Время пришло расставаться, — сказал Владимир Ильич, потрепал Женьку.

Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней