Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗншӗн — хӗрарӑмсемшӗн — ятарласа ӑсталанӑ ахӑр, санпа хамӑрӑн инкексене, асапсене калаҫса пайлама, тӑлӑх арӑм чунне уҫса пама, ыйхӑсӑр каҫсене пӗрле кӗскетме, — пӑшӑлтатрӗ асапланаканскер хӑй тӗллӗн.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑй ҫакланнӑ лару-тӑрупа мӑшӑрӗ пирки, килӗ ҫинчен шухӑшланипе ҫурӑлса тухасла асапланаканскер — Эсборн таса виски кӗленчине ӗҫсе пуҫне минретрӗ те хӑрушӑ тӗлӗксен тӗркӗвӗшӗнче ҫывӑрса кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Вӑл хӗр патне тертлӗн туртӑнать: асапланаканскер, савӑнса тӗлӗннӗскер — вӑл шалтан кӗтмен ҫӗртен тапса тухнӑ вӗрилӗхе пула куштӑрканӑ тутипе темӗн пӑшӑлтатать; пир пек шап-шурӑ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Валька, хӑй айӑпне сиссе асапланаканскер, халех ӗҫе тытӑнма шутларӗ.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Арӑм вара чирлӗччӗ, асапланаканскер пулчӗ вӑл ман, аллӑ ҫула ҫити пурӑнчӗ, анчах ытларах вырӑнпа выртрӗ…А жена у меня была больная, мучительная, дожила до пятидесяти лет, но в основном лежала…
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Халь те суранӗсем пирки асапланаканскер, анчах чирленӗ хыҫҫӑн чылай тӗрекленнӗскер, вӑл ӗнтӗ кил таврашӗнче уткаласа ҫӳреме пултарнӑ.Все еще страдая от ран, но уже значительно окрепнув после болезни, он мог ходить около дома.
XXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм, пӑшӑрханнӑ сӑн-питлӗскер, чунӗ ыратнипе нимӗн тума пӗлмесӗр пӑхакан куҫлӑскер, хӑй те асапланаканскер, хӑйӗн ачине тӗссемпе тӗрлӗ япаласен виҫи-калӑпӑшӗсем ҫинчен сӑмахпа каласа ӑнлантарма тӑрӑшатчӗ.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Темскер ырӑ мар пуласса уҫӑмсӑррӑн туйса, чуна чӗпӗтсе ыраттаракан пӑлханупа тунсӑх пуснипе асапланаканскер, вӑл чӗлпӗрне йӗнер пӗкечи ҫине хучӗ те сӑрт тӗмески патне ҫитиччен те каялла куҫ ывӑтса илмерӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тунсӑх чӗпӗтнипе асапланаканскер, капланса килнӗ асаилӳсем тыткӑнланӑскер, вӑл утне тӑратса шӑппӑн каларӗ:Ужаленный тоской, покоренный нахлынувшими воспоминаниями, он придержал коня, сказал:
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пурте кӑшкӑрашса та кулса-ахӑлтатса ҫӗкленчӗҫ; дамӑсем хӑйсен шлепкисемпе сунчӑкӗсене шыраса тупрӗҫ те перчеткисене тӑхӑнса ячӗҫ; Тальман, бронхитпа асапланаканскер, ӑшӑ тутӑрсене мантарса ан хӑварччӑр тесе, янӑрашрӗ пӗтӗм пӳлӗме; хаваслӑ тӗркешӳ хускалчӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
27. Иисус ҫыран хӗррине тухсан, Ӑна пӗр хула ҫынни, тахҫантанпах усал сывлӑш ернипе асапланаканскер, тӗл пулнӑ; вӑл тумтир таврашӗ те тӑхӑнман, пурӑнасса та килте мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхра пурӑннӑ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пӗр хӗрарӑм — юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер, 26. тӗрлӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе нумай хӗн курнӑскер, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӗтерсе те пӗр усӑ та курманскер, ӗнтӗ тата ытларах япӑхланса кайнӑскер — 27. Иисус ҫинчен илтсе, халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Ун тумтирне сӗртӗннӗ, 28. вӑл ӗнтӗ: «Унӑн тумтирне сӗртӗнсен те сывалӑттӑм» тесе шухӑшланӑ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ пӗр хӗрарӑм, юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер, хыҫалтан пырса Унӑн тумтирӗ аркине сӗртӗннӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1