Поиск
Шырав ĕçĕ:
— «Арӑсланпа йытӑ, — пуҫларӗ Петя хӑвӑрт, хӑй пӑшӑрханнипе вуланӑ чухне такӑнать, — Арӑсланпа йытӑ. Пӗр зверинецра арӑслан пулнӑ. Вӑл пит хаяр пулнӑ. Хуралҫӑсем унтан пит хӑранӑ. Арӑслан ытла та нумай аш ҫинӗ. Зверинец хуҫи нимӗн тума та пӗлмен…»
XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
1. Хӳхлеме пуҫла эс Израиль ҫулпуҫӗсемшӗн, 2. кала: аннӳ мӗнле арӑслан ами пулнӑ-ши санӑн? арӑслансем хушшинче пурӑнса, вӑл ҫурисене, арӑслан ҫурисене, ҫамрӑк арӑслансем хушшинче ӳстернӗ.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Арӑслан ӳхӗрни, мӗкӗрекенӗн сасси шӑпланать, ҫамрӑк арӑслансен шӑлӗсем те тӗпренеҫҫӗ; 11. тупӑш ҫуккипе вӑйлӑ арӑслан та вилет, арӑслан амин ҫурисем тӗрлӗ ҫӗре саланаҫҫӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑҫта халь арӑслан шӑтӑкӗ, арӑсланпа арӑслан ами тата вӗсен ҫури никам хӑратнине пӗлмесӗр ҫӳренӗ кӗтӳлӗх ӑҫта?
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иаковӑн йӑлкӑмӗ халӑхсем хушшинче, нумай-нумай йӑх хушшинче, вӑрманти тискер кайӑксем варринчи арӑслан пек, сурӑх кӗтӗвӗ варринчи ҫамрӑк арӑслан пек пулӗ, тапӑнсан ҫав ҫамрӑк арӑслан тапта-тапта ӳкерет, турта-турта ҫурать, ӗнтӗ унран никам та ҫӑлӑнаймӗ.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Онашкал ҫынсене кашкӑр тес — кашкӑр тарӑхать, арӑслан тес — арӑслан ҫилленет.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Арӑслан урӑх ҫӗр ҫинчен тӑма пултарайманнине кура, тилӗ ун патнерех пынӑ та шӑлӗсемпе Арӑслана пырӗнчен ярса илнӗ.
Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.
Арӑслан Дик Сэнд ҫине пӑхрӗ, Дик Сэнд куҫне пӗрре мӑчлаттарми арӑслан ҫине.Лев смотрел на Дика Сэнда, а Дик Сэнд смотрел на льва, даже не моргая.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ку вӑл туземецсем «карамо» текен пысӑк арӑслан, вӗсем пачах та ҫилхесӗр ньяса арӑсланӗсем пек мар.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хуҫа арӑслана аш парсан, арӑслан пӗр татӑк татса илсе йытта панӑ.Когда хозяин бросил льву мяса, лев оторвал кусок и оставил собачке.
Арӑсланпа йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Читлӗх ӑшӗнче арӑслан мӗкӗрнӗ чух та, ун хыҫҫӑн вара юнашар читлӗхре хӑйӗн виҫӗ пӗчӗк ҫурине пӑхса усракан арӑслан ами улама пуҫласан та, Равипе Шаши хӑнт та сикмеҫҫӗ.
Кӳрши хӑй кӑмӑлне улӑштарать // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Тепӗр йытӑ ярса парсан, арӑслан хӑй хуйхине манӗ-ха, тесе шухӑшланӑ та хуҫи, ун патне тепӗр йытӑ кӗртсе янӑ, анчах арӑслан ӑна пӗр самантрах ҫурса тӑкнӑ.
Арӑсланпа йытӑ // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 13–16 стр.
Каҫхине арӑслан ҫывӑрма выртсан, йытӑ ун ҫумне пырса выртнӑ, пуҫне арӑслан ури ҫине хунӑ.Вечером, когда лев лёг спать, собачка легла подле него и положила свою голову ему на лапу.
Арӑсланпа йытӑ // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 13–16 стр.
Хуҫи арӑслана аш ывӑтса парсан, арӑслан пӗр татӑк татса илнӗ те юлашкине йытӑ валли хӑварнӑ.Когда хозяин бросил льву мяса, лев оторвал кусок и оставил собачке.
Арӑсланпа йытӑ // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 13–16 стр.
3. Вӑл хӑй халӑхӗн мухтавне сарнӑ; вӑл, улӑп пек, тимӗр тумтир тӑхӑнса, пилӗкӗ тавра вӑрҫӑ кӑралӗ ҫакса, ҫарне хӗҫӗпеле хӳтӗлесе, вӑрҫӑ вӑрҫнӑ; 4. хӑйӗн ӗҫӗнче арӑслан пек пулнӑ, тупӑшӗ ҫине ӳхӗрсе ыткӑнакан ҫамрӑк арӑслан пек пулнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй умӗнче тупӑшӗ ҫук пулсан, ахӑрать-и вӑрманта арӑслан? хӑй нимӗн те тытман пулсан, сасӑ парать-и хӑй йӑвинчен арӑслан ҫури?
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗнтӗ Эпӗ вӗсемшӗн арӑслан пек пулӑп, ҫул хӗрринче ҫамрӑк арӑслан пек сыхласа тӑрӑп.7. И Я буду для них как лев, как скимен буду подстерегать при дороге.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ ӗнтӗ Ефремшӗн арӑслан пек, Иуда килӗшӗн ҫамрӑк арӑслан пек пулӑп; Эпӗ, Эпӗ туртса ҫурӑп та кайӑп; йӑтӑп та кайӑп — никам та ҫӑлаймӗ.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара патша хушнипе леш ҫынсене, Даниила айӑплакансене, илсе пынӑ, вӗсене хӑйсене те, ачи-пӑчине те, арӑмӗсене те арӑслан шӑтӑкне тытса пӑрахнӑ; вӗсене шӑтӑк тӗпне ӳкичченех арӑслансем яра-яра илсе ҫура-ҫура тӑкнӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ирхине патша шуҫӑмлах тӑнӑ та васкасах арӑслан шӑтӑкӗ патне кайнӑ, 20. вара, шӑтӑк умне пырса, пӑшӑрхануллӑн Даниила чӗннӗ, патша Даниила каланӑ: Даниил, чӗрӗ Туррӑн чурийӗ! хӑвӑн Турру, эсӗ чун-чӗререн пуҫҫапакан Турӑ, арӑслансенчен ҫӑлма пултарчӗ-и сана? тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.