Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

артельщикӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле те пулсан ҫӗвӗҫ хӗрарӑм, аллине коробка тытса, магазинран проспект урлӑ чупса иртет; тӗнче тӑрӑх фризӑвӑй шинелпе тухса кайнӑ мӗнле те пулин мӗскӗн ҫыруҫӑ утать; хулана вӑхӑтлӑха килнӗ мӗнле те пулин айван пырать, — уншӑн пулсан кирек мӗнле вӑхӑт та пӗрех; аллине кӗнекепе ридикуль тытнӑ вӑрӑм пӳллӗ акӑлчан хӗрарӑмӗ иртет; шӗвӗр сухаллӑ вырӑс артельщикӗ утать, — вӑл хӑй ҫине ҫурӑмран пӗрсе ҫӗленӗ сюртук тӑхӑннӑ, пурӑнасса ӗнтӗ вӑл кашни кун тупнӑ укҫапа ҫеҫ пурӑнать, енчен енне пӑхкаласа тротуарпа пынӑ чух унӑн ҫурӑмӗ те, алли те, ури те, пуҫӗ те хускалать; сайра хутра кӑна ремесленник иртет; урӑх эсир Невски проспектра никама та тӗл пулаймастӑр.

Какая-нибудь швея из магазина перебежит через Невский проспект с коробкою в руках, какая-нибудь жалкая добыча человеколюбивого повытчика, пущенная по миру во фризовой шинели, какой-нибудь заезжий чудак, которому все часы равны, какая-нибудь длинная высокая англичанка с ридикюлем и книжкою в руках, какой-нибудь артельщик, русский человек в демикотоновом сюртуке с талией на спине, с узенькою бородою, живущий всю жизнь на живую нитку, в котором всё шевелится: спина, и руки, и ноги, и голова, когда он учтиво проходит по тротуару, иногда низкий ремесленник; больше никого не встретите вы на Невском проспекте.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней