Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку чи малтанах – анлӑран та анлӑ Кӑнтӑр Ази.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Африкӑн анлӑран та анлӑ талккӑшӗнчи ҫӗрӗн кашни аршӑнӗ тӗрлӗ енлӗ, ирӗклӗ те пуян пурнӑҫ патне йыхӑрать темелле пек, ҫавӑнпа та сӑнчӑрланӑ ҫынсене курсан ҫак ирсӗрлӗх Гент кӑмӑлне пӑсмаллипех пӑсрӗ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хыҫа хӑварнӑ анлӑран та анлӑ тата пысӑк талккӑшпа тулнӑ, хӑюллӑ куҫӗсемпе ӑнтӑлса икӗ ҫын чӑтлӑх хупланӑ пӗрене стенаран пырса тӑрӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Ман умра хамӑр ҫӗршыври аслӑ строительство ӗҫӗсем анлӑран та анлӑрах сарӑлса пычӗҫ.Передо мной всё шире и шире открывалась величественная картина строительства в нашей стране.
2. Вӗренме шутларӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫав самантрах пуҫ тӑрринче хӑватлӑн кӗрлени илтӗнсе каять, вӑл, пӗтӗрӗннӗ пек, ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленсе, анлӑран анлӑ сарӑлса вӑйланнӑҫемӗн вӑйланать, унтан хӑлхана хупласа лартасла шартлатать те, ирӗксӗрех чӗтресе илетӗн, сывлама тӑхтаса таратӑн.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
- 1