Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

анинчен (тĕпĕ: ана) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тума кӗнине манса, ҫавӑнтах каялла сиксе тухрӗ, вара ҫӗрте выртакан миххе анинчен ярса тытрӗ те ансӑр сукмакпа склад енне сӗтӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Апуҫ, кунта тӗттӗм, ним те курӑнмасть, — хирӗҫ чӗнчӗ пӗчӗккисенчен пӗри, алӑк анинчен пура ӑшнелле пӑхса.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тепри пулсан-и, тепри сан вырӑнта пулсан, ылтӑнӗ пуррине никама та каламӗччӗ, — Сӑпани кӑмака анинчен пырса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Уф»! та «уф!» вӗрет вӑл кӑмака анинчен пуҫне шалалла чиксе.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Сана, чӗмерене, хамӑрӑн лайӑх кӑмӑл пулмасан, тахҫанах кӑларса сирпӗтмелле те коллективран, пиҫене тырӑ анинчен тӑпӑлтарса пенӗ пек…

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Макҫӑм хӳшӗ анинчен урапа ларакан ҫӗре пычӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн чӗре анинчен питӗ ыратса кайрӗ, кӗҫех йӗрсе яраттӑм.

Помоги переводом

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл тӑнлавӗнчен печӗ, анчах тӗлех мар; пуля куҫ харши пӗккине аркатрӗ те чӳрече анинчен лекрӗ.

Он выстрелил в висок, но не совсем точно; пуля разбила надбровную дугу и ударилась в карниз окна.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Михӗ анинчен унӑн сӑрӑ шлепке тӑхӑннӑ пуҫӗ кӑна курӑнса тӑратчӗ.

Из мешка торчала лишь его голова в серой шляпе.

Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Тӳпе анинчен тулли Уйӑх ҫутатать.

На небесном своде сияет луна.

Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пӗчӗкҫеҫ мужик хӗрес хура-хура, тутисене хускаткаласа чӳречерен кӗме тӑчӗ, анчах — пултараймарӗ, сылтӑм аллине вӑл пуртӑ тытнӑччӗ, сулахаййипе чӳрече анинчен темиҫе хут тытсан та каялла шуса анчӗ.

Маленький рыжий мужичок, крестясь и шевеля губами, пытался влезть в окно и — не мог; в правой руке у него был топор, а левая, судорожно хватаясь за подоконник, срывалась.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Йӳҫӗрех тӗтӗм сирӗлсе кайрӗ, вара сентре ҫинчи чашӑк-тирӗк ванса пӗтни, чӳрече кантӑкӗсем пурте тухса вӑркӑнни, кӑмака анинчен кирпӗчсем тухса ӳкни курӑнчӗ.

Кисловатый дым разошёлся, стало видно, что на полке перебита посуда, из рамы окна выдавлены все стёкла, а в устье печи — вырваны кирпичи.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Чӳрече анинчен каллех ҫамрӑк ҫын сасси илтӗнет.

И снова с подоконника раздается голос юноши:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Хырӑм ҫинче, чӗре анинчен кӑшт аяларахра, пӗчӗкҫӗ суран курӑнать, унтан юн сӑрхӑнса тӑрать.

В верхней части живота, ближе к солнечному сплетению, виднелась маленькая, сочащаяся кровью ранка.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Енчен те ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ пӗтес-тӗк, ҫӗтес-тӗк тӑнчах куҫ анинчен?

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑна вӑл Буратино хӑлха анинчен ан кӑшкӑртӑр, калаҫтӑр, тесе кӑна ҫапла каларӗ.

Он спросил это только для того, чтобы Буратино продолжал разговаривать, а не визжал в уши.

Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Сӑрта хӑпарса куҫ анинчен ҫухаличченех пӑхса, алӑ сула-сула ӑсатса ячӗ ӑна ялйыш.

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сывлӑш тухми тӑваслах, Виталий Нинӑна пӑчӑртанӑҫемӗн пӑчӑртать, тем ухтарнӑн хӗре питӗнчен, мӑйӗнчен, кӑкӑр анинчен татти-сыпписӗр чуптӑвать…

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тулли кӑкӑрӗ, сӗтел хӗррине перӗнсе, ҫавракан каснӑ ҫухава анинчен икӗ чӑлт-шурӑ ҫурма уйӑх пек ҫӗкленсе курӑнчӗ.

Ее сильная грудь легла на край стола и белыми полумесяцами выступила над вырезом платья.

1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫапла асапланнӑ май, сисмесӗрех Тёма пуҫӗ пусӑ пурин ҫӳлти пӗренинчен иртет те пусӑ анинчен тухса тӑрать, унтан Жучкине те туртса кӑларать.

Таким образом, незаметно его голова высовывается наконец над верхним срубом колодца, он делает последнее усилие, вылезает сам и вытаскивает Жучку.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней