Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл инженерпа артиллери ӗҫне лайӑх вӗренсе ҫитнӗ, историпе литературӑна питӗ юратнӑ, француз, нимӗҫ, латынь чӗлхисене, каярахпа швед, англичан, турок, поляк чӗлхисене вӗреннӗ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Англичан салтакӗсене ҫапла вӗрентнӗ: вӗсен тӑшман ҫине стройпа, тӳп-тӳре тӑрса, пӗр чарӑнмасӑр, лӑпкӑн утса пымалла, тем пек вӑйлӑ пулсан та тӑшман, ҫапла пынине курсан, хӑраса каялла тарӗ, тенӗ.
Сомма шывӗ хӗрринчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫапла час взрыв панине кура англичан ҫынни Джозеф Эгга гремучи ртутьпе вут чулӗ вырӑнне пӑшал кӗпҫинчи тара тивертсе яма хӑтланса пӑхнӑ.
Капсюль // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Пирӗн умма темиҫе американецпа англичан пырса ларчӗҫ.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Ҫамрӑк мексиканка англичан чӗлхине пӑртак пӗлнӗ, — пӗр виҫ-тӑватӑ эрне ӗнтӗ вӑл ӑна тӑрӑшсах вӗреннӗ, — унӑн сӑмах запасӗ вара вӗлернӗ ҫынӗ ҫинчен мар, вӗлернӗ тесе айӑпланакан ҫынӗ ҫинчен те ыйтса пӗлмешкӗн ҫителӗклӗ пулнӑ.
LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫывӑхрах сӑрт ҫинче эпӗ Наци шкулӗн ҫурчӗ ларнине куртӑм; кунта, каярах хамӑр хуҫа каласа панӑ тӑрӑх, еврей, англичан, француз тата Дани чӗлхисене вӗрентнӗ; анчах эпӗ ҫак тӑватӑ чӗлхерен, намӑс пулсан та, пӗр сӑмахне те пӗлместӗп.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
- 1