Поиск
Шырав ĕçĕ:
Соболь унӑн пиҫиххийӗ ҫинче икӗ английски граната ҫакӑнса тӑнине асӑрхарӗ.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Хӑна пӳлӗмӗ ҫав-ҫавах ҫӳлӗ маччаллӑ, ҫутӑ сарӑрах английски рояль те кунтах ларать, пӳлӗмӗн пысӑк чӳречисем яри уҫӑ, вӗсем витӗр ешӗл йывӑҫсем тата садӑн сарӑ, хӗрлӗ сукмакӗсем савӑккӑн курӑнаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Диванран сулахайра кивӗ английски рояль ларать; рояль умне манӑн хура сӑнлӑ йӑмӑкӑм Людочка ларнӑ та тин ҫеҫ сивӗ шывпа ҫуса хӗрелнӗ пӳрнисемпе Clementi этючӗсене темле йывӑррӑн калать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мундирӗ английски, Погонӗ французски, Табакӗ японски, Правителе Омски.Мундир английский, Погон французский, Табак японский, Правитель Омский.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Английски ҫӑрана шал енчен уҫни илтӗнчӗ, алӑк ерипен уҫӑлчӗ.
Хӗр тусӗ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23 с.
Унӑн аллисем чӗтренӗ, ҫавӑнпа вӑл кӗсйине хуплаштарма чикнӗ английски булавкине ниепле те вӗҫертеймен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Кельнер, английски горчица ҫук-и сирӗн?
XXXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл ӗнер пирӗн патра хӑнара пулчӗ; атте унпа английски клубра паллашнӑ пулас та — хӑнана чӗннӗ.Он вчера у нас обедал; папенька познакомился с ним, кажется, в английском клубе и пригласил его.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
«Мӗне пӗлтереҫҫӗ кусем пурте? — шухӑшласа илчӗ Анна Васильевна. (Вӑл акӑ ҫакна пӗлме пултарайман: пӗр кун маларах кӑна английски клубра, канмалли пӳлӗмӗн пӗр кӗтессинче, вырӑссем банкетра саламлӑ кӗске сӑмах калама пӗлменни ҫинчен тавлашу тухса кайнӑ. «Кам калама пултарать пирӗн?
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл Таврически сад ҫывӑхӗнче пӗр ҫурт тара илнӗ, английски клуб членне ҫырӑннӑ пулнӑ, анчах та нумаях пурӑнман, сасартӑк вилсе выртнӑ.Он нанял было дом у Таврического сада и записался в Английский клуб, но внезапно умер от удара.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Английски Эльпе мараскин ун кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклентерчӗҫ ӗнтӗ.Английская ель и мараскин привели ее в чувствительное настроение духа.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Калас пулать, карт сӗтелӗ ҫинче выртакан укҫа шучӗ унта, Английски клубрипе танлаштарсан, чылай сахалтарах, анчах вылякансем унта ӑстарах выляҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1