Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тупӑк хыҫӗнче аналой тӑрать, ун ҫинче мӑя ҫакса ҫӳремелли пӑхӑр хӗрес выртать, аналой йӗри-тавра виҫӗ авӑс ҫурта татӑкӗсем ҫунса лараҫҫӗ, вӗсене кӗмӗлпе ылттӑн тӗслӗ конфет хучӗсемпе чӑрканӑ подсвечниксем ҫине лартнӑ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӳллӗ аналой ҫине евангели сарса хунӑ протопоп аслати сасси пек кӗрлесе тӑракан сасӑпа тупа сӑмахӗсене вулать.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӑрать хӑй аналой умӗнче, сӑмсийӗнчен пат, пат! тумлать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик хӑйӗн салтакӗсем хушшинче чул кӗлетке пек тӑнӑ, ӑна хӗвел ҫутатнӑ; конус евӗрлӗ пупсемпе тияккӑнсем те ылтӑнтан тунӑ чунсӑр кӗлеткесем пек пулнӑ, вӗсем хӗвел ҫутинче ирӗлсе, шӑранса тӑнӑ, ризӑсем йӑлтӑртатни Маврин поручик ҫине те ӳкнӗ; аналой умӗнче, картузӗпе сулкаласа, шуҫ пуҫлӑ самӑр офицер сиккеленӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вырӑнтан хускатнӑ йывӑр кӗнеке аналой хӗррипе шурӗ те пӗр енӗ аялалла усӑнса анчӗ, унтан, лӳчӗркенсе, ҫурӑлса, ҫурри хуплашкинчен уйрӑлса пӗтнӗскер, урайне шаплатса ӳкрӗ.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Гро-Аленпа Жоржетта хавасланса тата ҫав хушӑрах хӑраса аналой ҫинчен йывӑр кӗнекене тӗртсе антарасшӑн тӗрмешекен Гро-Ален ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унтан, пукана аналой ҫумнех шутарса лартрӗ, ун ҫине хӑпарса тӑчӗ, аллисене сулса икӗ чӑмӑрне те хыттӑн кӗнеке ҫине хучӗ.
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫав аналой ҫинче «Светуй Варфоломей пурнӑҫӗ» ятлӑ чаплӑ кӗнеке выртнӑ.На этом аналое лежал экземпляр знаменитого «Евангелия от Варфоломея».
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пӳрнисене йӗплӗ туратсемпе чиктеркелесе ҫырла татнӑ хушӑрах вӑл, библиотека варринче ларакан аналой еннелле куҫ сиктермесӗр пӑхса ларчӗ.
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унтан ун патне Дарья пырса тӑрӗ, пӑр пек сивӗ, ӗнер ҫеҫ хӑйне ыталанӑ сарлака алла чиркӳре аналой тавра ҫаврӑннӑ чух хӑйсене ҫутатнӑ ӑвӑс ҫуртана тыттарӗ, — ун чух хатӗр пулать вара Петро Мелехов казак тӑван кил-ҫуртне тек нихҫан килсе курмалла мар ҫӗре ӑсанма.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тияккӑн, иртсе пынӑ май, чиркӗве кӗрсе пӑхрӗ, Иеротей атте ҫаплах аналой умӗнче кӗл тӑвать иккен-ха.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пӗтрӗ Бойчо! — пӑшӑлтатрӗ аптраса ӳкнӗ Натанаил, хальхинче вӑл тӗнчери пур тропарьсене те манса кайрӗ, аналой патӗнче хӑйне хирӗҫ тӑракан ватӑ Гедеона та курмарӗ, лешӗ вара, кӑна юрламашкӑн черет ҫитнине систересшӗн пулса, куҫне те хӗскелерӗ, аллипе те паллӑ туса аппаланчӗ.
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Натанаил игумен мӑнастир чиркӗвӗн аяккинче тӗртсе хӑпартнӑ аналой умӗнче тропарь юррине юрласа пӗтеретчӗ, такам ӑна ҫаннинчен туртрӗ.
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Священник аналой тавра ҫаврӑнтарать, тияккӑн «Исаия, савӑн» юрласа ярать, сан пуҫу ҫине венчет калпакӗ тӑхӑнтартаҫҫӗ…Священник вокруг аналоя будет водить, дьякон запоет «Исаия ликуй», на голову тебе наденут венец…
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ унпа юнашар аналой умне пырса тӑтӑм, пачӑшкӑ васкать, хӗре виҫӗ арҫынпа горничнӑя тытса тӑраҫҫӗ, виҫҫӗшӗ те ӑна анчах пӑхаҫҫӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Акӑ вӑл, капӑр та ҫамрӑк каччӑ, йӑлт туй тумӗ тӑхӑннӑскер, чиркӳре аналой умӗнче тӑрать, ун ҫумӗнче — венчете кӗрекен хӗрӗн вӑрӑм кӗпипе, шурӑ пӗлӗт килсе хупланӑ пек, чӗнтӗр пӗркенчӗк айӗнче Лятьевский урисене шуххӑн выляткалать, Яков Лукич ҫине ясар куҫӗпе иркеленсе пӑхать, намӑса пӗлмесӗр, йӗрӗнтерсех, вӗҫӗмсӗр куҫ хӗсет.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1