Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳ-ӳлӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, вӑйлӑ алӑсемлӗ, лапсӑркка хура ҫӳҫлӗ Галимджан ун куҫӗ умӗнче юмахри паттӑр пек тӑрать, ун ҫинчен ҫак усал сӑмаха калаттарас та килмест.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсемпе пӗрлех консерва тӑвакан фабрикӑран пынӑ ҫивӗч чӗлхеллӗ, йӳҫеклӗ шуҫкасса пӗтернӗ хытӑ алӑсемлӗ йӗкӗтсем пулнӑ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Кукамай каласа кӑтартнисем тӑрӑх эпӗ турӑ амӑшӗ вӑл ҫамрӑк, чипер, ырӑ тесе шутлаттӑм; журналсенчи картинӑсем ҫинче те вӑл ҫавӑн пекчӗ, иконӑсем вара ӑна ватӑ та сивӗ кӑмӑллӑ пек, вӑрӑм, чалӑш сӑмсаллӑ та йывӑҫран тунӑ алӑсемлӗ пек ӳкерсе кӑтартатчӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫак шупка хӗрлӗ тырӑ юхакан тӗнчере, праҫникри пек йӑл-йӑл кулакан тата хура алӑсемлӗ ҫынсен тӗнчинче, Алеша ячӗ савӑнӑҫлӑ шавра янӑранӑ ҫӗрте, Алеша чӗрӗ пулнӑ пек, кунта, кӗлтесемпе машинӑсем хыҫӗнче, унӑн кӑвакрах куҫӗсем тата унӑн кулли кашни минутра йӑлтӑртатса илме пултарнӑ пек, Алеша тырри ҫинчен ытла чӑнласа калаҫнӑ ҫӗрте Ленӑна аван та, ҫав вӑхӑтрах йывӑр та пулчӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл ҫирӗм виҫӗ ҫулсенчи таса, шурӑ та кӑпӑш ӳтлӗ, хура куҫлӑ, пӗчӗк ачанни пек тӑртанчӑк туталлӑ, чечен алӑсемлӗ хӗрарӑм.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Сцена ҫине хӗрарӑмсем хӗвшӗнсе пырса тулчӗҫ, нумай-нумай алӑсемлӗ халӑх ушкӑнӗ Андрейӗн пичӗ-куҫӗ ҫине, ӗнси ҫине вӗри сывлӑш сывласа, каллех ӑна ункӑ пекех йӗри-тавра хупӑрласа илчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫитменнине Верхлевӑри ҫурт та ҫулталӑк хушшинче ытларах пушӑ, питӗрӗнсе ларать, анчах ашкӑнчӑк ача час-часах унта кӗркелет те вӑрӑм пӳлӗмсемпе галерейӑсене, стена ҫинчи тӗксӗм портретсене курать, вӗсем тӳрккес мар, пысӑк та куштӑрканӑ алӑсемлӗ мар, — ывӑннӑ пек ачашшӑн пӑхакан кӑвак куҫсене, пудрӑпа сапнӑ ҫӳҫсене, ачаша тухнӑ шурӑ питсене, тулли кӑкӑрсене, чӗтресе тӑракан ҫӳхе манжетлӑ, шпагӑн эфесӗсем ҫине мӑнаҫлӑн хунӑ кӑвак юн тымарлӑ ачаш алӑсене курать; ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсен ним усӑсӑр киленсе пурӑннӑ несӗлне, ука та кӗмӗл, бархат та чӗнтӗрле тум тумланнӑскерсене курать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1