Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

алӑри (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтри алӑри сехете камсем усӑ курнине кура ҫакнашкал уйӑраҫҫӗ:

По предназначению современные наручные часы разделяются на:

Алӑ сехечӗ // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%87%D3%97

Автомашинӑна алӑри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пек лайӑх тӗшмӗртнӗ.

Помоги переводом

Тарасовсем хастарлӑха сӳнтермеҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/tarasovsem-xastar ... mecce.html

Эпӗ алӑри сехет ҫине пӑхса илтӗм.

Помоги переводом

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

Юлашки вӑхӑтра… мӗн, — пуҫне чиксе, алӑри тутрине йӑвалама тытӑнчӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Куҫсем алӑри ҫыру тӑрӑх чупса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Вара ун умне амӑшӗн сӑнӗ шӑвӑнса тухрӗ: ҫӳҫӗ шап-шурӑ, пуҫӗ ҫӗрелле усӑннӑ, алӑри тутӑрӗпе вӑл куҫне хупланӑ…

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Алӑри сехет пӗтӗмпех арканнӑ.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Лашине тӑлларӗ те алӑри йӗвенӗпе ӑна пӗтӗм вӑйран ҫиллессӗн туртса ҫапрӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Чӑтаймарӑм, алӑри сулӑмлӑ куркана тӳрех ун ҫине вӑркӑнтартӑм.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Офицер ятне парас тетӗп сана, — Иван Степанович Миша хулпуҫҫийӗ ҫине алӑри картне шаплаттарса хучӗ.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗри шыв тултарнӑ тӑватӑ кӗтеслӗ сарлака ӑшӑх тимӗр савӑтра тем пӑтратать, тепри ҫывӑхри купаран ылтӑн тӑприне пысӑк ещӗке тултарать, виҫҫӗмӗшӗ алӑри вӑрӑм авӑрлӑ ӑскӑч ҫине, тем шыранӑ пек, тинкерсе пӑхать.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Куҫлӑх тӑхӑнса, чӳрече патне пычӗ те, тутине сасӑсӑр хускатса, алӑри хут татӑкне вуласа тухрӗ.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Алӑри лаша, йӗвенне хывсах, картишӗнчен тухса тарчӗ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӗвел тухиччен каҫалӑк умне тӑнӑ, алӑри ҫурла курӑнми пуличчен тырӑ вырнӑ.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӑранипе алӑри чӑматан шап! кӑна тухса ӳкрӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

— Юлашки вӑхӑтра хула ӗҫтӑвком председателӗн заместителӗнче ӗҫлерӗм, ӗҫӗ тусанлӑ мар, алӑри ручкӑран йывӑртарах япала йӑтмастӑп.

Помоги переводом

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Мӗн чухлӗ арҫын тухса кайрӗ вӑрҫӑна, таврӑннисене вара алӑри пӳрнесемпе шутласа пӗлме пулать.

Помоги переводом

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Аяккинчен калама ҫӑмӑл, ялта пирӗн арҫынсен шутне алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулать, ыттисем, авӑ вӑрҫӑ хирӗсен ҫӗрӗсенче те тӑванла масарсенче выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫав епрешӳре: «Халӗ эп — сан алӑри чӑх: тыт, пӑчӑрта, тӗкне тат», — тени сӑмахпа каланинчен те хытӑ сисӗнет.

Помоги переводом

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ман алӑри сӗрме купӑсӑн ытарма ҫук кӗввине халиччен санӑн сассу кӑна ылмаштарма пултаратчӗ.

Помоги переводом

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней