Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ку ӗҫ патшалӑха кирлӗ. Тип ҫӗр ҫинче ҫар тытакан патшалӑх хӑрах алӑллӑ, флот та тытаканни — мӑшӑр алӑллӑ», — тесе ҫырнӑ Пӗрремӗш Петӗр патша.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тӑмпай ялӗнче, эппин, хӑрах алӑллӑ, хӑрах ураллӑ салтаксем утӑ ҫулаҫҫӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Кӗске алӑллӑ хӗрарӑм такама пит кирлӗ…
Ҫитрӗ ырӑ ҫуркунне // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Атте чӑннипех ылтӑн алӑллӑ.
Атте пурри- чи пысӑк пуянлӑх // Екатерина МИРОНОВА. http://kasalen.ru/2024/10/18/%d0%b0%d1%8 ... %91%d1%85/
Икӗ алӑллӑ, икӗ ураллӑ, — темле ирӗксӗррӗн шӳтлесе илчӗ прораб.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Кун пек ылтӑн алӑллӑ ватӑсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳреҫҫӗ.
Ватӑсем сумка ҫӗлеҫҫӗ тата ҫыхаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38116.html
Темиҫе сӑмах кӑна ҫырас килетчӗ ман: «Тасал, куҫлӑ, хӑлхаллӑ, ураллӑ, алӑллӑ тунката!» — акӑ мӗн тесе ҫырма пултарнӑ эпӗ эсӗ куҫкӗрет суйнӑ пулсан.
Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Иккӗшӗ те икшер ураллӑ та алӑллӑ, икшер куҫлӑ та хӑлхаллӑ…
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Хӑрах алӑллӑ?!
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Эпӗ Валя пек хӑрах алӑллӑ пулас пулсан, мана Миша тахҫанах хӑваласа кӑларса ямалла…
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пӗр ирхине Хурӑнкаса аманнӑ офицер, Самарин хушаматлӑ хӑрах алӑллӑ ҫын, медицина службин капитанӗ пырса кӗнӗ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Йӗпе алӑллӑ чылай ҫула ҫитнӗ сестра Иринӑна шала кӗме ирӗк пачӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
«Ачӑрсем хӑрӑк алӑллӑ пулччӑр.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Колхозӑн хаклӑ ӗҫченӗн, ылтӑн алӑллӑ ҫыннӑн шӑпине татса паракан икӗ шуйттан пӗр талӑк шарламарӗҫ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ылтӑн алӑллӑ эс, Ванюшӑм.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хамӑр Вӑрнарти тӗп больницӑра та ҫепӗҫ алӑллӑ, ырӑ кӑмӑллӑ медсестрасем куллен пациентсене сывалма пулӑшаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen
Сӑмахран, «Кехермен Кетил» юмахра старик паттӑра вун икӗ алӑллӑ, хӗрӗхшер пӳрнеллӗ Ҫӗр патшине мӗнле вӗлермеллине ӑс парса ярать.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Ҫынсем ятлаҫни те кӑсӑк пек уншӑн, укҫашӑн харкашнишӗн те кулать ҫеҫ, станокӗ патӗнчен тулли кӑшкар ҫухалас пулсан кӑна ытла та тӗлӗнет, ҫав «кукӑр алӑллӑ» ҫын мӑйракаллӑ пулассӑнах туйӑнать ӑна.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
…Варламов чӑннипех ылтӑн алӑллӑ ҫын пулнӑ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Сӑмахпа эсир авӑ мана кукӑр алӑллӑ усал каварҫӑ туса хутӑр, анчах доказательствӑсӑр сире кам ӗненӗ?
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.