Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тёма хаҫатсен тӗрки выртакан пӗчӗк сӗтел умне пычӗ те, асӑрханса, тӗркӗ варринчен темиҫе номер туртса кӑларчӗ, чӗрне вӗҫҫӗнех кӗленче алӑк патне пырса, пӗр сас-чӗвӗ кӑлармасӑр, алӑк ҫӑраҫҫине хуллен ҫавӑрчӗ, вара, алӑк тыткӑччи ҫине пусса, алӑка уҫрӗ те терраса ҫине тухса тӑчӗ.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Андрей алӑк урати ҫине тӑчӗ — вӑл алӑкран ҫӳллӗрех те, алӑкра рамӑри пек тӑма чӗркуҫҫисене тӗлӗнмелле хутлатнӑ, хӑрах хулпуҫҫипе алӑк сули ҫумне таяннӑ, тепӗр хулпуҫҫине те мӑйӗпе пуҫне малалла кӑларнӑ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Том алӑк патне пычӗ те хӑлӑпне хуллен хӑпартма пуҫларӗ, унтан алӑка кӑшт тӗртрӗ; алӑк чериклӗтсе илчӗ, Том татах тӗртрӗ, алӑк чӗриклетмессерен вӑл шартах сике-сике илчӗ.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
33. Ҫурта кӗнӗ ҫӗрти алӑк суллисене ҫу йывӑҫҫинчен, тӑватӑ кӗтеслӗ тунӑ, 34. кипарис йывӑҫҫинчен тата икӗ алӑк тунӑ; пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлчи енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑннӑ, тепӗр алӑкӗн икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑннӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл сиксе тӑрать, алӑка яриех уҫса ярать те алӑк умӗнче хӗрарӑм-дежурнӑя курать, алӑк хыҫӗнче, стена ҫумӗнче, Оля тӑрать.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Павлик алӑкран хӗсӗнсе кӗрет, малалла иртме хӑяймасть, алӑк патӗнчех тӑрать, ҫапах та ӗнтӗ алӑкне хупма ҫук.
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӗсем пӗр-пӗринчен хул пуҫҫисемпе перӗнсе алӑк умӗнче минута яхӑн тӑчӗҫ — сывласа ячӗҫ, питӗрмен алӑк хушӑкӗнчи янкӑр ҫутта куҫӗсемпе тирӗнчӗҫ, унтан Линза Брелока чавсипе чышса пӑрчӗ те татӑклӑнах алӑка уҫса ячӗ; мародерсем художник ҫинелле ыткӑнчӗҫ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Унӑн ҫӳллӗ алӑкӗ, тӑрринчен тӗксӗм кантӑкпа уҫнӑскер, ялан тенӗ пекех питӗрӗнчӗк, анчах ҫӑра питӗркӗчӗ алӑкри шӑтӑкран лӑнчӑ ҫеҫ тытӑнса тӑрать; алӑпа тӗксенех алӑк хупӑлчисем пӗр-пӗринчен уйрӑлаҫҫӗ те карӑнса уҫӑлса каяҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тухнӑ чух вӑл каллех пуҫӗпе алӑк каштине ҫапӑнчӗ, вара, ҫав тери тарӑхса ҫитнипе, алӑка урипе питӗ хытӑ тапрӗ те, алӑк петлӗрен вӗҫерӗнсе килхушинелле вӑркӑнса тухса ӳкрӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ун чунӗ пӑчланса ҫитнӗ, алӑк патне чупса пырса вӑл пӗтӗм вӑйӗпе алӑка чышкӑ панӑ алӑк уҫӑлса кайнӑ, сивӗ сывлӑш унӑн вӗриленнӗ питне пӗҫертсе илнӗ.
VIII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӑрӑ алӑка хуллен уҫма пуҫланӑччӗ кӑна, сасартӑк унӑн умӗнчи алӑк хӑй тӗллӗнех уҫӑлса каять, хай вӑрӑ алӑкпа пӗрле чикеленсе каять те чухӑн ури вӗҫнех тӑсӑлса ӳкет.
Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.
Килкартинче йытӑ ӳлесе ячӗ, лешӗ пӳрт умне кӗрсе алӑк ӑҫтине шырама тытӑнчӗ, вӑл алӑк ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, алӑка хӳме тӑрӑх хыпашласа шырама тытӑнчӗ, катка ҫине пырса такӑнчӗ те лешӗ халтӑртаттарса тӳнсе кайрӗ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Алӑк умӗнче вӑл хӑяйман пек чарӑнса тӑрать, унтан алӑкӑн икӗ хуппине те яр уҫса Катеринӑна малалла уттарса кӗртет, ун хыҫҫӑн алӑка тачах хупса хурать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫын чӳрече патӗнчен кайнӑ, пӗр икӗ минут иртсен, ҫенӗк алӑкӗ уҫӑлни илтӗннӗ, кайран тулти алӑк ҫеклетнине янӑ, ҫилпе ҫапӑнасран алӑка тытса, шурӑ праҫник кӗпи ҫинчен кӗрӗк тӑхӑнса янӑ шур сухаллӑ пӗр старик тухнӑ, ун хыҫҫӑн хӗрле кӗпеллӗ, сӑран ата тӑхӑннӑ яш тухнӑ.
III // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
— Вӑл алӑк тӑрӑх хӑпаратчӗ; пӗр урипе сак ҫине, тепринпе алӑк хӑлӑпӗ ҫине пусатчӗ, унтан алӑк тӑррине пусатчӗ, вара аллисемпе маччари шӑтӑк хӗрринчен ярса тытатчӗ те аллипе ҫӳлелле туртӑнса хӑпаратчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петр каллех кравать ҫине сикрӗ, унтан алӑк уҫӑлчӗ, пурҫӑн хӑюсем чӑштӑртатрӗҫ, пушмаксем чӗриклетрӗҫ, такам нӑшӑкласа макӑрчӗ; алӑк ҫекли чӑнклатрӗ, Петр асӑрханса, хуллен кӑна пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ; тӗттӗмре, алӑк патӗнче, шурӑ кӗлетке тӑрать, вӑл аллипе васкамасӑр сулкаласа, урайне ҫитиех пӗшкӗне-пӗшкӗне илет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Каяс тесе, алӑк патне пынӑ та уҫма тытӑннӑ: тӗртнӗ-тӗртнӗ те, алӑкӗ уҫӑлман, пӑхать, алӑкне ҫаклатса хунӑ-мӗн.Только подошел он к двери, хотел отворить, но дверь была заперта на задвижку.
Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унтан вӗсем каллех ҫак пӳлӗме кӗччӗр, анчах пӗри пӗр алӑкӗ витӗр, тепӗри тепӗр алӑкӗ витӗр, перессине вӗсем алӑк урати ҫине ура ярса пуссан тин пеме пултарччӑр.
XX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Сева ӑна пулӑшма хӑвӑртрах пырасшӑнччӗ, ҫав вӑхӑтра каллех алӑк уҫӑлчӗ, алӑкран пӗр хӗрарӑм тухрӗ, вӑл алӑк умне витре лартрӗ.
16 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Амӑшӗ алӑксене пӑхрӗ: пӗр алӑкӗпе вӑл хӑй кунта малти пӳлӗмрен кӗчӗ, кӑмака патӗнче тепӗр алӑк, ансӑр та ҫӳллӗскер, пур.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.