Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ылтӑн пулнӑ санӑн аллусем, Хвекла аппа, ылтӑн пулнӑ.
Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Аллусем ылтӑн!
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аннӳ эсӗ стройкӑна кайсан санӑн аллусем хытса лараҫҫӗ, сӑну-питӳ шурӑхса каять, тесе каланӑ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫамрӑклӑху иртсе каять, аллусем хытса лараҫҫӗ, питӳ ҫинчи ӳт тӗссӗрленет; эп ӗмӗр пурӑнмастӑп, эс пӗчченех юлатӑн, анчах, ҫавӑн пекскер, эсӗ кама кирлӗ пулатӑн?
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Аллусем ыратаҫҫӗ-и?
Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.
— Эсӗ ху та улшӑннӑ пулас, — Тамарӑран кӑшт аяккарах пӑрӑнса тӑчӗ Сима, — аллусем те, пит-куҫу та кушӑрканӑ: ял сӑнӗ ҫапнӑ-ши?
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Аллусем чиперех-и сан?
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чим-ха, вӗри те пур вӗт, аллусем вут пекех пӗҫереҫҫӗ.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑл металлист пулнӑ, санӑн аллусем шурӑ, ҫинҫешке, интеллигент аллисем.Тот был металлистом, а у тебя руки белые, тонкие, руки интеллигентика.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Ҫук, таса санӑн аллусем, — пӑшӑлтатрӗ Яков шӑллӗн аллисене хыттӑн чӑмӑртаса, — таса вӗсем!— Нет, они чистые, — прошептал Яков, сильно сжав руки брата, — чистые!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хуҫан киревсӗр те тискер ӗҫӗсем хӑвна тарӑхтарса ҫитерсен, ҫав самантрах станока чарса лартма, сунтал ҫинчен хӗрнӗ тимӗре аяккалла илсе пеме — ан тив, тӑшман сан хӗреслесе тытнӑ аллусем ҫине хӑраса пӑхтӑр!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Йыт пырши пек ман тавра явӑнчӗҫ санӑн шурӑ аллусем, йыт пырши пек ӗмсе илтӗн эсӗ ман сӗткенӗме», — шухӑшларӗ вӑл час-часах.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫавӑнпа ҫакна ӑнланма пултараймастӑп эпӗ: пӗтӗм халӑх хисеплекен тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна вӗлерме мӗнле аллусем ҫӗкленчӗҫ санӑн, Кӗркури?
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Аллусем ҫеҫ мар, эсӗ ху та ҫав тери ҫепӗҫ.
«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ӑшӑ та-ҫке сан аллусем, Хрестук.
«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Аллусем тытаҫҫӗ-и?
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аллусем ылтӑн ӗнтӗ, тем ӗҫе те пултаратӑн.
7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ах тур, аллусем те патак пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ-ҫке…
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫыхмасан аллусем шыҫса каяҫҫӗ вӗт.
VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Аллусем татӑлса анмалла.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.