Поиск
Шырав ĕçĕ:
Электроприводлӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Амбулатори звенинче пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра пурнӑҫланӑ диагностика пысӑк вырӑн йышӑнать. Паллӑсен проекторӗ пациентсен куҫ ҫивӗчлӗхне, рефракци пӑсӑлнине палӑртма пулӑшать. Ҫакӑ комплекслӑ сиплев кирлӗ патологисене тупма май парать. Паллӑсен проекторӗ экран ҫине символсене кирлӗ йӗркепе кӑтартать, вӗсене пациент мӗнле курни куҫ ҫивӗчлӗхӗ йӗркеллӗ е ҫитменлӗхсемлӗ пулнине палӑртма пулӑшать. Вӑл пулӑшнипе ҫавӑн пекех астигматизма, дальтонизма, ҫын тӗссене тӗрӗс мар курнине, аякрине курма кирлӗ оптика коррекцийӗн шайне палӑртатпӑр. Офтальмологи инструменчӗсен сӗтелӗ врачшӑн та, пациентшӑн та лайӑх условисем туса парать. Электроприводлӑ приборсен сӗтелне пӗр хусканупах хута яма, унӑн ҫӳллӗшне кашни пациент валли йӗркелеме пулать. Палӑртмалла: ҫӗнӗ йышши оборудовани туянсан медицина пулӑшӑвӗн шайӗ ҫеҫ мар, йышӑнакан пациентсен шучӗ те ӳсет».
Ҫӗнӗ оборудовани ӗҫре пулӑшать // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/ce%d0%bde ... %82%d1%8c/
Страницы:
- 1